АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БЮДЖЕТА ПУЯНЛАТМАЛЛИ НУХРАТА çУХАТАТПĂР

16 августа 2014 г.

Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ 23 ыйтуран кашниех пĕлтерĕшлĕ те витĕмлĕ, вĕсем пурте тăван ен пурнăçĕпе, унăн çыннисен тăнăçлăхĕпе çыхăннă. "Чăваш Республикин "Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелесси çинчен" саккуна улшăнусем кĕртесси çинчен" саккун проекчĕпе юстици министрĕ Надежда Прокопьева паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх _ çĕнĕлĕхĕн тĕшши вырăнти влаçа халăха çывăхрах тăвасси. Çитес çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче ял тăрăхĕсен 22 полномочийĕ сыхланса юлать, ытти муниципалитет шайне куçать.

Ларăва хутшăннисем асăннă ыйтăва тĕплĕн тишкерчĕç, çавна май ку енĕпе уçăмлатмалли те сахал мар пулчĕ. Муниципалитет районĕсен пуçлăхĕсене тỹрремĕнех суйланă май вĕсем тĕлĕшпе шанманлăх сиксе тухсан каялла чĕнсе илмелли йĕрке пирки пĕлесшĕн пулчĕ хăши-пĕри, хула администрцийĕсен тĕлĕшпе халичченхи йĕркене сыхласа хăварнин сăлтавĕ канăçсăрлантарчĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхне депутатсен пухăвĕнче уйăрнине ырларĕç вĕсем, çакă халăх тарçин статусне ỹстерет-мĕн.

Чылайăшĕн шухăшĕпе _ кадрсем суйласа илесси _ тĕп вырăнта, мĕншĕн тесен çынсем паян вырăнти ертỹçĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртессе кĕтеççĕ, апла тăк ăнăçлăх яваплă вырăна кам йышăннинчен килет.

Ларăва хутшăннисем пуçаруллă сỹтсе явнă тепĕр ыйту _ Чăваш Республикин 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулхи республика бюджетне пурнăçланин отчетне çирĕплетесси. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ финанс министрĕ Светлана Енилина бюджета пурнăçлассипе çыхăннă кашни тытăма çутатрĕ темелле, услам-тупăш илнипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх - акцисен (нефть продукчĕсен, эрех-сăран) тупăшĕ тĕлĕшпе лару-тăру кăткăсрах. Чăн та, утă уйăхĕнче ку енĕпе ăнăçлă ĕçленипе çулталăк пуçланнăранпа илсе çитерейменнине 18 млн тенкĕлĕх чакарма пултарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хамăр хутлăхра туса кăларнă ĕçме-çимене суту-илĕве ытларах кăларнипе тивĕçлĕ отрасльсен министрĕсене интересленсе тăма хушрĕ. Ĕçлĕ çỹревсенче пулнă май Михаил Васильевич çакна куçран вĕçертмест, тĕрлĕ шайри лавккара пулса тавар ассортименчĕпе, хакĕпе интересленет. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх _ федераци суту-илĕвĕнче Чăваш Енре кăларакан эрех хакне чакарнă тăк Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче _ çук. "Патриотлăх туйăмĕ вăйсăрри тĕлĕнтерет. Республика бюджетне пырса кĕмелли нухрата çухататпăр вĕт", _ терĕ Пуçлăх.

Ларура çавăн пекех Чăваш ЕН çыннисен сывлăхне сыхлас ыйтусемпе правительство комиссине йĕркелеме йышăнчĕç, кашни çынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене халăхăн социаллă тата демографи ушкăнĕсем тăрăх палăртрĕç: кăçалхи иккĕмĕш кварталта ку хисеп хальхинчен 7,7 процент пысăкланнă, 6968 тенкĕпе танлашнă (вăй питти халăх тĕлĕшпе _ 7402, пенсионерсен - 5689, çул çитмен çамрăксен - 6980 тенкĕ).

ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева Чăваш Республикинчи информатизаци концепцийĕ пирки пĕлтерни _ паянхи кун ыйтăвĕ, самана таппи эппин. Комьютеризаци, Интернет уçлăхĕ вăй илнĕ вăхăтра çĕнĕ технологисемпе усă курман предприяти-организаци кăна мар, уйрăм çын та юлмарĕ темелле. Çапах та ĕмĕрлĕх япала çук, техника та кивелет, ăна çĕнетсе тăмалла. Уйрăмах çынсене патшалăх пулăшăвĕпе электрон мелĕпе тивĕçтернĕ çĕрте. Çакăн пирки те аса илтерчĕ Пуçлăх, влаç органĕсенчи техникăна çĕнетмешкĕн нухрат мĕн чухлĕ кирлипе кăсăкланчĕ. Министр сăмахĕпе - сахалах мар иккен: 20 млн ытла тенкĕ...

ЧР вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ялти шкулсенче физкультурăпа спорта аталантарма условисем туса хумашкăн республика бюджетĕнчен укçа уйăрмалли йĕркене çирĕплетесси тата федераци бюджетĕнчен килекен субсиди шутĕнчен çак тĕллевпе Чăваш Республикин бюджетĕнчен бюджет тулашĕнчи трансферта муниципалитет районĕсене уйăрса парасси çинчен пĕлтерни те пухăннисене самаях калаçтарчĕ

. Чăваш Республикин "Патшалăх управленийĕн потенциалне аталантарасси" программăна улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйту ЧР Юстици министерствине кăна пырса тивет темелле. Апла мар иккен: унăн уйрăм тытăмĕ демографи лару- тăрăвне пĕлтерĕшлĕ витĕм кỹрет. Тĕслĕхрен, çамрăксем мăшăрланаççĕ, пĕрне пĕри ĕмĕр юратса пурăнма шантараççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри çемье лавне туртса пымашкăн хал çитереймест, ĕнер арăм тата упăшка пулнă çывăх çынсем тĕрлĕ еннелле саланаççĕ. Ачисем вара çурма тăлăх çитĕнеççĕ. Тăванĕ-пĕтенне те пăшăрхантарать çакнашкал пулăм. "Çынсем мĕн сăлтавпа уйрăлаççĕ?" _ ыйтрĕ Пуçлăх юстици министрĕнчен. "Шухăш-кăмăл пĕр килменрен, пĕр-пĕрне улталанăран, пĕри ĕçке ернĕрен е наркотикпа иртĕхнĕрен..." _ пулчĕ хурав. ЗАГС ĕçченĕсем уйрăлма шухăшлакансемпе чуна уçса калаçмаççĕ-и вара, çемьесене упраса хăвармалли пирки ăнлантармаççĕ-и? Михаил Игнатьев шухăшĕпе - вĕсен лару-тăрăва бюрократ пек мар, çынлăха тĕпе хурса хакламалла. Пирĕн обществăна сывă та йĕркеллĕ çемье кирлĕ, çамрăк ăрăвăн ашшĕ-амăшĕн хỹттинче, вĕсен ăшшине туйса, чунпа пуянланса халăха юрăхлă çитĕнмелле.

В. СМИРНОВА. ("Хыпар" хаçатран)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика