16 августа 2014 г.
ЧĂВАШ Енĕн тĕп хули çулран çул ỹсет, аталанать, çав вăхăтрах хăйне евĕрлĕхе упраса хăварма мехел çитерет. Эпир унпа тивĕçлипех мухтанма пултаратпăр. Шурă Шупашкарăм хăйĕн çуралнă кунне паллă тума хатĕрленсе пынă май, кашни кунах хуламăрта тĕрлĕрен программăпа кăсăклă мероприятисем иртсе пыраççĕ. Сăмахран, паян кунта пурăнакансемпе хăнасем залив хĕрринче самолетсем сывлăшра шоу кăтартнине киленсех курма пултарĕç.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев салам сăмахĕнче Чăваш Енти Шупашкар çыннисем пĕтĕм çĕр-шыва тĕслĕх кăтартнине те палăртнă. Куншăн, паллах, хĕпĕртемелле çеç. Ахальтен мар ĕнтĕ республикăн тĕп хулинче 2014 çулхи юпа уйăхĕн 9 _ 11-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форум ирттерме палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)