16 августа 2014 г.
ИРТНĔ кĕçнерни кун православи тĕнне тытса пыракансем пыл сăпасне паллă турĕç. Çак кун пуçласа çĕнĕ пыл çиеççĕ. Вăл çын организмĕшĕн имлĕ те, сиплĕ те. Николай Пирожков зоотехник-утарçă хаçат редакцине çитернĕ хыпар тăрăх, кăçал вăрманлă вырăнсене вырнаçтарнă вĕллесенче çăка пылĕ уйрăмах ăнса пулнă. Хирте лартнă вĕллесенчен вара тупăш сахалтарах тухнă иккен.
Сăмах май каласан, христиансемшĕн августăн 14-мĕшĕнчен сăпас типпи пуçланчĕ. Вăл çулленех пĕр вăхăтра килет, августăн 28-мĕшĕччен пырать. Август уйăхĕнче виçĕ сăпас: пыл, пан улми (19-мĕшĕнче), мăйăр сăпасĕсем (29-мĕшĕнче). Çак праçниксем иртсен эрешмен карти пит нумай пулсан тепĕр çул ыраш ăнать, тенĕ ваттисем. Çакна сăнама ан манăр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)