16 августа 2014 г.
КĂÇАЛ шăрăх çанталăка пула уйрăм хуçалăхсенче те пахча çимĕç ăнса пулмарĕ. Çĕр улми, сухан, çевок, кишĕр-чĕкĕнтĕр йĕркеллех шăтмарĕç, çавăнпа сутас текенсем те нумайăн мар. Маларах шутланă тăрăх, кăçал продукци аванах хаклă пулассăн туйăнатчĕ. Анчах çук, вĕсен хакĕ çĕр ĕçченне тивĕçтермест. Акă, паяна çĕр улмине _ 10 тенкĕпе , çевока - 18-20, хĕрлĕ чĕкĕнтĕре _ 3, кишĕре _ 7 тенкĕпе пуçтараççĕ. Кĕр енне хак тата та чакма пултарĕ-ха..
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)