16 августа 2014 г.
Патăрьелĕнчи РОСТО (ДОСААФ) уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра сунара çỹрекенсен йышĕ пĕчĕкех мар, 50ран та иртнĕ. Республикăри "Чувашохотрыболовсоюз" килĕшỹллĕн паян, августăн 16-мĕшĕнче, шывра ишекен тата йỹçлĕхсенче пурăнакан вĕçен кайăксене тытмалли сунар сезонĕ уçăлать. Анчах та çакă пăшаллă çынна хăй тĕллĕн, вăрттăн-хĕрттĕн сунара кайма ирĕк памасть-ха. Чăн малтанах Патăрьелĕнчи Ленин проспекчĕн 26-мĕш (ДОСААФ) çуртне пырса путевка илмелле. Унсăрăн сунара тухсан браконьер тата çут çанталăка сăтăр кỹрекен шутланать. Кунпа кăна та хăтăлаймăн, пысăк штраф тỹлеме те тивĕ.
Нина МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)