16 августа 2014 г.
Тĕрĕсех, бюджета пуçтарăнакан укçапа тĕплĕ шухăшласа усă курсан кăна эпир палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, хамăрăн пурнăç условине лайăхлатма пултаратпăр. Пирĕн республикăра пĕрлехи тупрапа эффективлă усă кураççĕ тесе çирĕплетсе калама пултаратăп. Пĕрлештернĕ бюджет укçи-тенки чи кирлĕ, пĕлтерешлĕ сферăсене аталантарма каять. Акă, вĕренỹ сферине çулран-çул укçа-тенкĕ ытларах хываççĕ. Республика бюджечĕн 36,6 проценчĕ вĕренĕве аталантарма каять. Пĕлтĕр район бюджечĕн пысăк пайне _ 73 процент _ вĕрентĕве хывнă. Кăçалхи кăтарту та пĕчĕк мар. Ачасем _ пирĕн пуласлăх, тетпĕр. Апла пулсан вĕсем патне тимлĕх ытларах уйăрнине ырламалла çеç. Тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани илнĕ ачасем кăна Юхмапа Пăла тăрăхĕн малашлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн тăрăшма пултараççĕ
. Республикăра, районта пепке çураласси юлашки çулсенче ỹссех пынăран демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланчĕ. Вĕренỹ çинчен калакан саккунпа килĕшỹллĕн кашни ачана шкулчченхи пĕлĕве илме кирлĕ условисемпе тивĕçтермелле. Çавна май Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра çĕнĕ ача сачĕсем хута кайрĕç. Шкулсем çĕкленнине те палăртма кăмăллă. Сăкăтра халь 3 хутлă çурт таçтанах курăнса ларать. Тутар Сăкăтсемшĕн те иртнĕ çул нумайлăха асра юлĕ. Кунти пĕлỹ çуртне тата шкул çулне çитменнисен 40 вырăнлă учрежденине уçнă çĕре Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев хăй хутшăнчĕ.
Республика иртнĕ çул пирĕн районти вĕрентỹ учрежденийĕсенчи компьютер хатĕрĕсене çĕнетме, библиотекăри кĕнекесене пуянлатма, 7 шкулти столовăйне лайăхлатма, лаборатори хатĕрĕсене, шкул автобусĕсене туянма, 9 пĕлỹ çуртне юсама 24 млн тенке яхăн укçа уйăрнă.
Хальхи вăхăтра ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн 12 офисĕ ĕçлет. Республика программипе килĕшỹллĕн тĕслĕхлĕ 6 акушерпа фельдшер пункчĕ уçма палăртнă. Пĕлтĕр вăл Хирти Пикшикре хута кайрĕ, çывăх вăхăтра Сителте те пулĕ.
Çĕнĕ урамсене электрификацилессине те республика программи пулăшнипе 10 ял тăрăхĕнчи 21 урамра вĕçленĕ. Çак ĕçе пурнăçлама пĕтĕмĕшле 28 млн тенкĕ тăкакланă. Паян Патăрьелĕнчи Мичурин тата Ленин урамĕсенче реконструкци пырать. Кунта кивелнĕ юпасене тата электричество пыракан проводасене çĕнетеççĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллатнă кредитпа 10 хуçалăхран 9шĕ усă курнă. Çак енчен Патăрьел районĕ Чăваш Республикинче малтисен ретĕнче.
Район бюджетĕнче хамăр тупăшсен калăпăшĕ 7 уйăхра 70,6 млн тенкĕпе танлашнă. Кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртан 8,4 млн тенкĕ нумайрах. Çавăн пекех кăçал пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджета ытти бюджет системинчен каялла тавăрса памалла мар 437,9 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. 7 уйăхра 262,1 млн тенкĕ кĕнĕ. Республика бюджетĕнчен килекен укçан (субвенци) 6,3 млн тенкине ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 7 тăлăха пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме, 9 млн _ нумай ачаллă çемьесене валли, 0,5 млн тăлăхсен çурт-йĕрне юсама каять.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)