16 августа 2014 г.
Ватăсем çунана çуллах хатĕрлеме сĕннĕ. Ун пек чухне çеç хĕл кунĕсем пуриншĕн те ăшă та пулĕç, шартлама сивĕпе çыхăннă пăтăрмахсем те сиксе тухмĕç.
Çакна шута илсех районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен витисенче кирлĕ пек юсав ĕçĕсем ирттерес, выльăх-чĕрлĕхрен продукци туса илессине ỹстерес тĕллевпе августăн15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 19-мĕшĕччен уйăхлăх ирттерме йышăннă. Асăннă тапхăрта ятарлă комисси районти кашни фермăнах çитĕ, выльăх-чĕрлĕх объекчĕсене хĕл каçма мĕнле хатĕрлесе çитернине тĕрĕслĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)