16 августа 2014 г.
Чăваш Енре Патшалăх тата муниципалитет пулăшĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче (ЕПГУ) регистрациленĕ чухне çын хăй кам пулнине ĕнентермешкĕн халĕ нумай функциллĕ центрсенче (МФЦ) те май килет.
Республикăра заявка паракан çын хăй кам пулнине ĕнентерессин тата ЕПГУ учет çыравĕн пункчĕсене тестлас ĕç кăçалхи август уйăхĕнче пуçланчĕ. ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви август уйăхĕн 1-мĕшĕнче Раççей Çыхăнупа массăлă коммуникацисен министерствине тивĕçлĕ ĕçсене пурнăçласси пирки заявка ăсатнă. МФЦра хăйсем кам пулнине ĕнентермешкĕн порталпа усă куракансем _ çăмăллатнă регистраци витĕр тухнисем, харпăр кабинетра хăйсен кăтартăвĕсене палăртнисем _ пултараççĕ. Çирĕплетнĕ учет çыравĕ ЕПГУра вырнаçнă пулăшусемпе усă курмашкăн кирлĕ. Тĕслĕхрен, çын хăй кам пулнине ĕнентермесĕр паспорт илмешкĕн е пурăнакан вырăнта регистрциленмешкĕн заявлени пама çук.
2014 çулхи июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче çăмăллатнă регистраци хута кайнă, вăл кĕсье телефонĕн номерĕпе е электрон почтин адресĕпе уйрăм кабинет уçма май парать. Çакнашкал учет çыравĕ урлă хăш-пĕр пулăшупа çеç усă курма май килет. Порталта патшалăх тата муниципалитет пулăшĕвĕсен хушма пуххи кирлĕ пулсан, харпăр хăй кабинетĕнче çак кăтартусене палăртмалла: хушамат, ят, ашшĕ ячĕ, хăçан çурални, паспорт кăтартăвĕсем, СНИЛС. ЕПГУра çын хăй кам пулнине çирĕплетсен çеç пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пултарать.
Пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илнин пĕлтерĕшне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев август уйăхĕн пуçламăшĕнче район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура та палăртнă.
"Пирĕн тĕллев _ çынсем патшалăх пулăшĕвĕсене илес меслетсене çăмăлатасси, чи малтанах _ информаци технологийĕсен пулăшăвĕпе", _ тенĕ вăл, Раççей Çыхăнупа массăллă коммуникацисен министерстви палăртнă тăрăх _ Чăваш Енре пурăнакансен 5, 57: ЕПГУра регистрациленнĕ. Вĕсем портал урлă Федераци тата регион пулăшăвĕсене те (патшалăхăн 42 тата муниципалитетăн 27) илме пултараççĕ. Тĕслĕхрен, портал урлă мăшăрланмашкăн заявлени çырма, социаллă найм килĕшĕвĕпе çурт-йĕр илмешкĕн черете тăма т.ыт.те май пур.
Сăмах май каласан, пирĕн районта нумай функциллĕ центр (МФЦ)пулăшăвĕпе çичĕ уйăхра 1950 çын усă курнă, 642 çынна консультаци панă. Ялсенчи тĕслĕх библиотекисенчи "чỹречесем" урлă 162 çынна йышăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)