20 августа 2014 г.
Тунти кун, августăн 18-мĕшĕнче, райадминистрацин Пысăк залĕнче структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ М. Калмыков черетлĕ канашлу ирттерчĕ. Унта районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Г. Петрова, шалти ĕçсен пайĕн "Батыревский" уйрăм начальникĕ А. Фомин тата ыттисем те тухса калаçрĕç.
Сывлăха укçапа туянма çук, теççĕ, çавăнпа та ăна май пур таран упрамалла. Чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртас тĕллевпе кашни виçĕ çулта пĕрре çынсен диспансеризаци витĕр тухмалла. Анчах хăшĕ-пĕри пăхăнасшăнах мар иккен. Шăпах çакăн пирки калаçрĕ те ĕнтĕ Г. Петрова.
Август уйăхĕ пуçланчĕ кăна-ха, çул-йĕр инкекĕсен шучĕ вара нумайланса та нумайланса пырать. Иртнĕ эрнере кăна районта икĕ авари пулнă. Саккуна пăснă 5 тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Вут-кăварăн алли вăрăм, çавна май тимлĕх яланах кирлĕ. Акă, Сăкăтра автомашина юсавсăрлăхне пула прицеп çине тиенĕ улăм çунса кайнă. Техника хăй те сиенленнĕ. Пушă çуртсенче те пушар тухас хăрушлăх пысăк. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи Олег Кошевой урамĕнчи хуçасăр хуçалăхăн хуралти çулăмра кĕлленнĕ.
Канашлура вĕренỹ çулне шкулсем мĕнле хатĕрленни пирки те сăмах хускатрĕç. Вĕренỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов пĕлỹ çурчĕсене тĕрĕслени, пурте тенĕ пекех юсавсем ирттернине, ачасене кĕтсе илме юрăхлине палăртрĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)