АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашне тăрăшарах ĕçлемелле

20 августа 2014 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В. Путин 2014 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă уйрăм экономика мерисемпе усă курасси çинчен" Указне Раççей Федерацийĕн Правительстви çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Раççее хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсенчен ял хуçалăх тата ытти апат-çимĕç продукчĕсене _ пурĕ 40 тĕрлĕ _ кỹрсе килессине пĕр çулталăка чарса лартасси çинчен йышăнни пирки пирĕн район çыннисем, хăйсен пурнăçне çĕрпе çыхăнтарнисем, мĕн шухăшлаççĕ-ши? Мансур Калмыков, райадминистрацин ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ:

_ Раççей Президенчĕн шухăшĕ тĕрĕс. Пирĕн тăрăх ял хуçалăх таварĕ туса илессипе ĕçлекен район шутланать. Раççее хирĕçле санкци йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх тата апат-çимĕç таварĕ илсе килессине чарни палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр пикенсе вăй хумаллине, тыр-пул, аш-какай, сĕт туса илессине ỹстермеллине пĕлтерет. Производствăна анлăлатмалли майсем халь пирĕн алăра.

Çĕр-шыва ют тăрăхран ял хуçалăх таварĕсене илсе килме чарни хаксене вылянтарма пăхать. Çавна май кашни кунах районти 8 лавккари хаксене тĕрĕслесех тăратпăр. Хальлĕхе сентре çинчи япаласем пĕр пекрех тăраççĕ.

Евгений Мартышкин, фермер, Çĕнĕ Ахпỹрт:

_ Раççей Президенчĕпе Правительстви ют çĕр-шывран ял хуçалăх таварне илсе килессине пỹлсе тĕрĕс тунă тесе шухăшлатăп. Халĕччен, пытармалли çук, хамăр туса илнĕ пахча çимĕçе, аш-какая вырнаçтараймасăр нушаланаттăмăр е йỹнĕ хакпах сутса яраттăмăр. Малашне ял хуçалăхĕ аталанма пултарать. Халь çĕр ĕçченне патшалăхран кăштах çеç пулăшу кирлĕ, вара эпир тата та ытларах вăй илсе каятпăр. Пирĕн чи пысăк пуянлăх вăл _ çĕр, апла пулсан пушă выртакан лаптăксемпе туллин усă курмалла. Тăрăшса ĕçлесен çĕр-шыва тыр-пулпа та, аш-какайпа та тивĕçтерме пултаратпăр.

Петр Ялуков, "Батыревский" АХО ертỹçи:

_ РФ Президенчĕ В. Путин Указĕпе килĕшỹллĕн Раççее хирĕç санкци йышăннă çĕр-шывсенчен ял хуçалăх продукцийĕсене илсе килме чарнине ырлатăп çеç. Эпир малашне хамăр туса илекен тавар калăпăшне ỹстерме пултаратпăр. Пирĕн çĕр-шыв пуласлăхĕ, пирĕн çынсен сывлăхĕ халь хамăр алăра. Пĕринче телевизорпа лавккара сутакан, эпир çиекен апат пахалăхĕ пирки передача пулчĕ. Унта помидора стена çумне çапса кăтартрĕç, вăл ванмарĕ. Нитратпа тулнă хытă помидор, çапсан та çурăлманскер, организма мĕн тăвать-ши? Импорт валли йĕркеллĕ тавар хатĕрлемеççĕ.

Ял хуçалăхне тимлĕх ытларах кирлĕ, вара эпир хамăра та, ют çĕр-шывсене тăрантармалăх та продукци хатĕрлетпĕр.

О. ПАВЛОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика