20 августа 2014 г.
ПĔР кунхине Патăрьелĕнчи çăкăр лавкки умĕнче ППС машини вăрах тăнине чылай иртен-çỹрен асăрхарĕ-тĕр. Пакунлисем икĕ вăй питти арçын ыйхăран "çывăрса тăрасса" чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Пĕри пĕр енче, тепри тепĕр енче çĕр çинех тăсăлса выртнă та хашлаттараççĕ кăна ыйха. Тем сăлтавпа килĕсене çитсе вырăн ăшне выртайман ĕнтĕ апăршасем.
Йĕрке хуралçисем çакăн пек обществăлла йĕркене пăхăнман "паттăрсене" пуçран ачашласа тăмасси паллă ĕнтĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)