20 августа 2014 г.
ÇУРЛА уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн тĕп хули 545 çул тултарнине халалланă уявра Патăрьелсем те хастар хутшăннă. Уявра регионсен хушшинче "Сила и выносливость" спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пилĕк тренажер çинче 10 тĕрлĕ упражнени пурнăçламалла пулнă.
Тĕрлĕ ăмăртура пирĕн районти хастарсем те хăйсене тĕрĕсленĕ. Аслă Чеменри Саша Медведевпултаруллă спортсмен турник çинче хăй ăсталăхне кăтартса пĕрремĕш вырăн йышăннă. 35-50 çулхисен хушшинче вара каллех Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Гаврил Медведев çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăна Владимир Портнов, виççĕмĕшне Шăхач ял тăрăх пуçлăхĕ Иван Васильев тухнă. Патăрьел арĕсем хула уявĕнчен парнесемпе таврăннă.
Нина МАЗЯКОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)