20 августа 2014 г.
Иртнĕ эрнере республикăри, районти суд приставĕсем тата налук инспекцийĕн ĕçченĕсем пĕрлехи рейд ирттерчĕç. Тĕллевĕ _ тĕрлĕрен налука тата административлă штрафа сĕмсĕррĕн тỹлемен граждансене тупса палăртасси, вĕсене кирлĕ пек явап тытарасси. Пирĕн районта çеç пысăк парăмçăсен йышĕ тăхăрвуннăран та иртнĕ. Рейд вăхăтĕнче Шăнкăртам, Çĕньял, Тăрăн, Алманчă ял тăрăхĕсенче пулса йĕрке хуралçисем тăхăр производствăн ĕçне вĕçне çитерсе парăмçăсенчен 14 744 тенкĕ шыраса илчĕç. Çав вăхăтрах пĕр производствăпа патшалăх умĕнче "çылăха" кĕнĕшĕн кĕсъе телефонне арестлеме тиврĕ.
Хальхинче ытларах районта пурăнман, анчах та пропискăра кунта шутланакан парăмçăсен ĕçĕсене пăхса тухрĕç. Акă, Шăнкăртамри А. предприниматель ялта пурăннă пек шутланать, хăй вара килне пĕрре те килсе çỹремест иккен. Усламçăсен налук парăмĕ 400 пинех çитнĕ! Çавăн пекех Çĕньялти Д. та пĕлсе тăрсах ăна 120 пин таранчченех пуçтарса янă. Ачисемшĕн явап тытса вара хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕн питне самаях хĕретме тиврĕ. Машинăпа катаччи чупма юратакан, анчах та штраф тỹлемен ачисемшĕн укçа енчĕкне чылайăн çỹхетрĕç.
_ Кирек мĕнле çын та патшалăх умĕнчи тĕрлĕрен налуксене вăхăтра тỹлесе тăмалла. Кунтан никам та хăтăлас çук. Вăхăтра тỹлени кирек камшăн та вырăнлă, анчах та темшĕн çакна ăша хывман çынсем пур, _ пăшăрханса калаçрĕ Чăваш Республикинчи суд приставĕн пай пуçлăхĕ Игорь Илларионов рейд вăхăтĕнче.
_ Патшалăх умĕнчи парăмран никам та тарса хăтăлас çук, çĕр-шывăн хăш кĕтессинче ĕçлесе çỹресен те хальхи саманара таркăнсене шыраса тупма пулать, _ пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне районсем хушшинчи налук службин ертỹçин çумĕ Геннадий Филиппов.
Рейд бригади: Г. Филиппов, районсем хушшинчи налук службин ертỹçин çумĕ; Г. Афки, районти суд приставĕ; Н. Мазякова, хаçат сотрудникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)