20 августа 2014 г.
Кашни çыннăнах пурнăçра асра юлнă самантсем пур. Маншăн вара Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ çулсем пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕç. Унта эпĕ, Елчĕк район чăвашĕ, 1948 _ 1952 çулсенче пĕлỹ илнĕ.
Çак тапхăрта хам çуралса ỹснĕ Кавал ялĕнчен Патăрьелне тăсăлакан çулпа миçе хутчен хутламан-ши? Шартлама сивĕри çил-тăманне те, кĕкуннехи-çуркуннехи çумăрне те, çуллахи шăрăх çанталăкне те пăхман: 25 çухрăма хыçа хăварса унталла та кунталла çуран танкканă. Тепĕр чухне çурма выçăскерсен, утма та вăй пĕтсе çитетчĕ, çапах та занятисене пĕр кун та сиктермен, лайăх вĕреннĕ, ун чухнех кăтартуллă çын пулас тесе тăрăшнă.
Училищĕре вĕренекенсем питĕ туслă пурăнаттăмăр. Пĕр-пĕрне питĕ çывăх, тăвансем пек туйнă. Тĕрĕссипе, çак туйăм паянхи кунчченех упранать. Эпир пĕр парта хушшинче виççĕн лараттăмăр: Энвер Минуллович Ахсянов тутар, Валентин Васильевич Веденеев вырăс тата эпĕ _ Елчĕк чăвашĕ.
Çулсем шултăраланса пынăçемĕн пурнăç çулне тупма пулăшнă училищĕри çамрăк вăхăтсем пушшех пĕрин хыççăн тепри аса килеççĕ. Манăн малашлăх никĕсĕ çакăнта туптаннă. Çак вĕренỹ учрежденийĕнчен кирлĕ пĕлỹ илнĕ хыççăн эпĕ ача чухнехи тепĕр ĕмĕтĕме пурнăçа кĕртрĕм, летчик пулас тĕллевпе малтан училищĕне, каярахпа вара Сывлăш-Çар Академине вĕренме кĕтĕм, хамăн тавра- курăма тата ытларах пуянлатрăм. Летчик-лейтенантран авиаци полкĕн полковник-командирĕ таранччен ỹснине те Патăрьелĕнчи училищĕпех, унта ăс панă преподавательсемпех çыхăнтаратăп. Савăнатăп, мăнаçланатăп эпĕ хам çак училище выпускникĕ пулнăран. Тĕллевĕме те пурнăçа кĕртрĕм: ĕçри тивĕçĕмпе уçлăхра аякка вĕçекен сакăр тĕрлĕ самолета парăнтартăм: ЯК _ 18, АН _ 12, Ту _ 124, ТУ _ 134 тата ытти те. Вун пĕр çухрăм çỹллĕшĕнчи авариллĕ лару-тăрура та "çунатлă тусăма" вăйпа итлеттерме тỹр килчĕ. Халĕ вĕсем пурте ырă аса илỹре çеç ĕнтĕ. Паян манпа пĕрле вĕреннĕ юлташăмăрсем те чылайăшĕ ĕмĕрлĕх тĕнчене куçрĕç. Пуç çинче шур пайăркасем хушăнсах пыраççĕ пулин те, студент пулнă кăмăллă вăхăтсем нихăçан та асран тухмаççĕ.
Ф. ТЕЛЛИН, Патăрьелĕнчи педучилище выпускник
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)