АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулу пĕлтерĕшлĕ, витĕмлĕ, кирлĕ те

23 августа 2014 г.

 Тĕрлĕ шайри влаç органĕн представителĕсемпе вырăнти халăх куçа-куçăн курнăçса калаçмалли, чунра капланнă шухăшсене ирĕке кăлармалли тата паянхи ыйтусене çивĕчлетсе малашлăх плансене сỹтсе явмалли ятарлă кун _ информаци кунĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх республикăра кашни уйăхрах, юн кунсенче, пулать вăл. Хальхинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ районта çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртрĕ.

Вырăнти халăха ятарлă кунăн тĕп темисем пирки хаçат урлă маларах пĕлтернĕччĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри _ Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулхи бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен. Кун пирки Чăваш Енре начар пĕтĕмлетỹ тума сăлтав та çук. Ахальтен мар ĕнтĕ нумай пулмасть Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе тĕл пулнă самантра та юлашки çулсенче Чăваш Ен аталанăвĕ пирки пысăк хак пачĕ.

"Экономикăн чăн секторĕ пирки çакна калама пултаратăп: çур çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх пирĕн ырă динамика сыхланса юлать. Ултă уйăх кăтартăвĕсемпе промышленность производствин индексĕ 104, 7 процентпа танлашнă, çулталăкпа 104 процент пулать. Строительство комплексĕнче _ 112 процент, пурăнмалли çурт-йĕр хута ярасси те ỹсет _ 103-104 процент. Пĕр çын пуçне 0,7 тăваткал метр çурт тăватпăр: хулара та, яллă вырăнсенче те..."

Социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне илес пулсан, пирĕн район республикăра кăтартуллисен шутĕнче. Сăмахран, мĕн пур ушкăнти предприятисенче ял хуçалăх таварĕсене 559 миллионлăх туса илнĕ (101,7 процент), вăл шутра ял хуçалăх предприятийĕсем 177 миллионлăх. Ку вăл иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 117 процент пулать. Аш-какай, сĕт туса илессипе те кăтартусем иртнĕ çулхинчен лайăхрах.

Районта "АПК аталанăвĕ" программа çулсеренех вăй илсе пыни те кăмăллă. Программа старт илнĕ хыççăн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 12976 гражданин килти хушма хуçалăхне аталантарма çăмăллатнă кредит илнĕ. Ку чухне кашни çемье асăннă программăпа усă курать тесен те йăнăш пулмĕ.

Çурт-йĕр, çул-йĕр тăвассипе те, çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем, ФАПсем хута ярассипе те Патăрьелсем республика тата федераллă программăсемпе анлă та, тухăçлă та усă кураççĕ. Районта строительство платформисенче паян та хĕрỹ ĕç вĕрет. Кун пирки эпир хаçатăн иртнĕ номерĕсенче те çырнăччĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: халăх ытлă-çитлĕ пурăннин результачĕ _ куç умĕнче. Демографии лару-тăрăвне илес пулсан, кăçалхи çур çулта 278 "çĕнĕ кайăк" хушăннă, 280 çын вилнĕ. Шайлашу уйрăмлăхĕ пысăк мар.

Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов информаци кунне хутшăннă республика представителĕсем умĕнче район аталанăвĕпе çыхăннă кашни цифрăнах кăмăллăн танлаштарса кăтартрĕ. Çакă ĕнтĕ пирĕн район муниципалитечĕ тĕрĕс çул-йĕрпе пынине, патшалăх программисене вăхăтлă пурнăçланине çирĕплетет.

Информаци кунне хутшăннисем кун йĕркинчи ытти ыйтусене те çивĕчлетрĕç: вĕренỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне, коммуналлă хуçалăх, ытти социаллă культура объекчĕсем хĕле хатĕрленни, уй-хир ĕçĕсем мĕнлерех хăвăртлăхпа пыни тата ытти те. Кашнийĕнпе шухăшсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн информушкăнсем вырăнсене тухса тĕрлĕрен коллективпа, уйрăм çынсемпе курнăçрĕç, республика, район аталанăвĕ пирки вĕсен шухăшĕсене итлерĕç. Хамăр тунă продукци шанчăклă та, йỹнĕ те... Çак шухăша Тикешри райпо магазинĕнче тавар туянакансем ахальтен çеç хускатмарĕç. Тĕрĕсех, хамăр хатĕрлесе кăларакан продукци пахалăхĕ енĕпе те шанчăклă, йỹнĕ те. Кун пирки Республика Пуçлăхĕ те тĕл пулусенче çак шухăша çирĕплетет. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пынипе ЧР финанс министрĕн çумĕ В. Иванов, Республикăри гуманитари институчĕн директорĕ Ю. Исаев, ЧР финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин территори управленийĕн ертỹçи Н. Константинова малтанах Патăрьелĕнчи "Юхма" пасарти ярмăрккăпа паллашрĕç, Шăнкăртамри, Тикешри райпон, çак ялти Г. Мулендеев предпринимателĕн "Юман" ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç. Тĕл пулусенче суту-илỹ предприятийĕсен таварçаврăнăшĕ, продукцисен пахалăхĕ пирки те сăмах пуçарчĕç. Районти райпо председателĕ П. Перепелкин çирĕплетнĕ тăрăх хальхи вăхăтра магазинсенчи мĕн пур таварсен 70 проценчĕ шăпах чăвашра туса кăларакан продукци. Çакă шăпах туянакансене тивĕçтеркен, вĕсен кăмăлне каякан çул. Информаци ушкăнĕ ял хуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене "Малалла" хуçалăхра сỹтсе яврĕ. Чи çивĕч ыйту _ сĕт хакĕ_ калаçу айккинче юлмарĕ. "Паян сĕт хакĕ 13 тенкĕрен кая пулмалла мар. Ăна эпир район администрацийĕн специалисчĕсем, ветеринари служби йĕрлесех тăратпăр",_ çирĕппĕн пĕлтерчĕ кун пирки райадминистраци пуçлăхĕ Николай Глухов.

Культура çулталăкĕ пынă май, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Алексеева Первомайск, Çĕньял культура учрежденийĕсенче пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, чылай ыйтăва çивĕчлетрĕ, ыйтусене хуравларĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика