23 августа 2014 г.
Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева тата çак ведомствăн пай пуçлăхĕ Анна Краснова пирĕн районта пулса чăн малтанах ентеш-поэтăмăн Геннадий Айхи çуралнăранпа 80 çул çитнине паллă тунă меропиятие хутшăнчĕç, çак тĕллевпе вăл кун çути курнă Çĕньялта пулчĕç, малалла уйрăм программăпа ĕçлерĕç. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Мансур Калмыковпа тата районти нумай функциллĕ центр директорĕпе Владимир Медведевпа ирттернĕ тĕл пулура пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйту сỹтсе яврĕç. Пĕрремĕшĕ вăл - халăха патшалăх пулăшу паракан пĕрлехи порталĕнче (ЕГПУ) регистрацилесси.
_ Çулталăк вĕçленĕ тапхăра 14 çултан аслăрах гражданинăн 37процентне регистрацилемелле. Ку енĕпе Çĕрпỹ районĕнче тухăçлă ĕçлеме пуçларĕç, вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур. Порталта регистрациленесси нимĕнле укçа-тенкĕпе те çыхăнман, вăл граждансене тĕрлĕ инстанцисем тăрăх документсем пухассинчен хăтарать, килтен тухмасăрах интернет урлă тĕрлĕ енлĕ пулăшупа усă курма май парать. Çавăнпа та халăхра ăнлантару ĕçĕ ирттерни пысăк пĕлерĕшлĕ, - терĕ В. Андреева министр.
Патăрьелĕнчи нумай функциллĕ центр директорĕ В. Медведев асăннă ĕç районта мĕнлерех пынине каласа кăтартрĕ, кăтартусемпе паллаштарчĕ. Иккĕмĕш ыйту районта тухса тăракан "Авангард" хаçата çырăнтарасси тавра пулчĕ. 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта унăн тиражĕ пĕлтĕрхи тапхăртан самай чакни пăшăрхантарать.
_ Паллах, почта служби хака ỹстерни те витĕм кỹчĕ. Çапах та Пичет изданийĕсенчен чылайăшĕ тиражсене сыхласа хăварчĕ, хăшĕ-пĕрисем ỹстерчĕç те. Çырăнтару тапхăрĕнче тĕллевлĕрех, çине тăрса, эффективлă ĕçлемелле, тĕрлĕ мелсемпе усă курмалла, - палăртрĕ Валентина Владимировна.
Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыков çырăнтару ĕçне тимлĕх уйăрнине, тĕрлĕрен мероприятисенче палăрнисене, спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисене "Авангард" хаçата çырăнса пама пуçланине пĕлтерчĕ. Хаçатăн тĕп редакторĕ С. Перепелкин альтернативлă çурăнтару енĕпе ĕçлес шухăша палăртрĕ.
Министр "Авангард" хаçат редакцийĕн ĕçченĕсемпе тĕл пулмасăр каймарĕ. Валентина Владимировна хаçатçăсен ĕç вырăнĕсене кĕрсе курчĕ, вĕсен кăмăл-туйăмĕпе интересленчĕ.
_ Условисем çителĕклĕ, мĕн кирли пур. Коллектив туслă, мал ĕмĕтлĕ, ĕçлес кăмăллă пулни сисĕнет,- пĕтĕмлетрĕ вăл.
Çавăн пекех В. Андреева (ỹкерчĕкре "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕпе) ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Вĕсем те хаçатăн кулленхи пурнăçĕпе çыхăннăскерсем. Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, хăш чухне пĕр-пĕр почта уйрăмĕнчен хаçат çитменни пирки пĕлтереççĕ. Кун пирки Валентина Владимировна çирĕппĕн палăртрĕ: çителĕксĕр пулнине кăтартакан акт çырса хатĕрлемелле.
"Хаçат номерĕ вулакан патне çитиччен темиçе организаци витĕр тухать, хăшĕнче айăп - документласан çеç пĕлме тата ăна пĕтерме пулать. Хăшĕ-пĕри яваплăха туймасăр ĕçленĕшĕн почтальонсем те, вулакансем те айăплă мар".
Хаçата çырăнакансен тата вулакансен йышĕнче чылайăшĕ çулланнă çынсем, çамрăксем вара ытларах хальхи технологисене килĕштереçĕ. Çакна та шута илме ыйтрĕ министр, сайтсене илĕртỹллĕрех, интереслĕрех йĕркелеме, хаçатра çамрăксен валли ытларах çырма хушрĕ.
_ Центрта, республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче халĕ менеджерсем тытаççĕ, рекламăпа ĕçлесе тупăш тăваççĕ. Сирĕн те çак çул-йĕр пирки шухăшласа пăхмалла,- пĕтĕмлетрĕ калаçăва министр, пурне те сывлăх, çитĕнỹсем суннă май.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)