23 августа 2014 г.
КĂНТĂРЛАХИ хĕвел пайăрки хăйĕн хĕрỹлĕхне чакарасшăн мар пулин те, çанталăк кĕр еннелле сулăнни сисĕнет: ирхине те, каçхине те çанталăк самаях сулхăн, сывлăм та ỹкет, çумăрĕ те йăшкасах тăрать... Урăхла каласан, кĕркунне алăкран шаккать. Çакă вара пирĕншĕн хĕллехи тапхăра хатĕрленме систерсе "чан" çапнипе танах. Малашне коммуналлă хуçалăх объекчĕсенче, вĕренỹ, сывлăх тата ытти учрежденисенче "Хĕлип хĕрне" кĕтсе илме котельнăйсене пăхса ямалла, шăтăк-çурăксене питĕрмелле, саппас хутса ăшăтмалли кăмрăкне те янтăламалла. Унсăрăн, хĕл кунĕ хака ларĕ. Районта вара ку тĕлĕшпе объектсене тĕрĕслеме ятарлă комисси йĕркеленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)