АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă улшăнусем ĕçлеме хавхалантарччăр

23 августа 2014 г.

Районти информаци кунне хутшăннă ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕпе А. И. Алексеевапа пирĕн хаçат корреспонденчĕ тĕл пулса калаçнă, республикăри культура çулталăкĕ мĕнле иртсе пыни пирки сăмах пуçарнă.

_ Альбина Ивановна, ялсенче культурăпа искусство учрежденийĕсен малашлăхне мĕнлерех куратăр? _

Паянхи кун чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри вăл - ялти культура учрежденийĕсене модернизацилесси. Вăл 2007 çулта республика Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн пуçланнă. Çак ĕç халĕ те пырать. Патăрьел районĕнче çак программăпа 6 клуба çĕнетнĕ. Çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ, çĕнĕ техника хатĕрĕсем панă. Творчество коллективĕсем валли сцена костюмĕ çĕленĕ, компьютер тата видеопроекци комплектне илнĕ. Ку программа культура учрежденисене çĕнетме май парать.

_ Модернизациленнĕ клубсен ĕçĕсем пирки мĕн калатăр?

_ Паллах, ытти клубсенчен лайăхрах ĕçлени сисĕнет. Мĕншĕн тесен музыка аппаратурисем аван ĕçлесен, мероприятин пахалăхĕ те лайăхланать. Ăна ирттернĕ чухне пăшăрханмалли çук, куракана та кăмăллă.

_ Чăваш Ен культурин пурнăçĕнче ку чăннипех те пĕлтерĕшлĕ пулăм ĕнтĕ. Анчах та культурăра ĕçлекенсен ĕç укçи хальлĕхе чи пĕчĕкки пирки эсир мĕн шутлатăр?

_ Эпĕ хам та культура сферинче 1999 çултанпа ĕçлетĕп. Ĕç укçи яланах пире пăшăрхантарнă. Ман шутпа, культура сферинче чун - чĕрепе ĕçе парăннă, ăна кăмăлтан юратакан çын анчах ĕçлеме пултарать. Пĕр-пĕр мероприятине ирттерсе ярсанах, чунра ăшă та савăк пулса каять. Уншăн хĕпĕртесе савăнатăн, хутшăнакансем ырă сăмахсем каласан тата та ĕçлес, тăрăшас килет.

_ Районти культурăпа кану центрĕнче нумай пулмасть йĕркеленĕ тĕл пулура культура ĕçченĕсем "эффективный контракт" мелĕпе ĕçлесси çинчен калаçрĕç. Ялсенче вырăнлă-и вăл?

_ Малашне пур çĕртре те çак мел çине куçса пырĕç. Тăрăшса ĕçлекен специалистшăн ĕç укçине хăпартмалли питĕ лайăх мел вăл. Сăмахран, клубра методист тĕрлĕ массăллă мероприятисем хатĕрленсе ирттерет, укçа - тенкĕ культура учрежденин бюджетне кĕрет. Çак укçаран ăна ертỹçĕ ĕç шалăвĕн çумне хушса тỹлет. Çапла вара культура ĕçченĕн ĕç укçи пысăкланать.

_ Ялти культура учрежденисенче ятарлă пĕлỹ илнĕ специалистсем сахал. Юлашки вăхăтра çамрăксем темшĕн унта вĕренме каясшăн мар, эсир мĕн шутлатăр ун пирки?

_ Эпĕ каларăм ĕнтĕ, культурăра кирек кам та ĕçлеймест. Шалти туйăм хĕтĕртмесен ку ĕçе юратаймастăн. Ялта клубсемпе библиотекăсенче педагога, юриста, экономиста вĕреннĕ çынсем те ĕçлеççĕ. Вĕсен хушшинче пĕчĕккĕн ĕçе хăнăхса пырса ятарлă пĕлỹ илекенсем те чылай. Ăна пурнăçлама пирĕн республикăра культура институчĕпе училищи пур.

_ Альбина Ивановна, эсир ача-пăча искусство шкулĕсен ĕçĕсене те йĕркелесе пыратăр, пирĕн районта та пур вăл. Мĕн каланă пулăттăрччĕ вĕсем çинчен?

_ Çапла, вĕсен ĕçĕсемшĕн эпĕ яваплă. Шкул вĕреннĕ вăхăтрах ачасем хушма пĕлỹ илни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Паллах, унта талантлă та искусство еннелле туртăнакан ача анчах вĕренет. Çамрăклах хăнăхтарни малалла анлă пĕлỹ илме май парать. Патăрьел районĕнчен музыкăпа искусствăра паллă çынсем чылай, вĕсен йышĕ малалла та хушăнса пырасса шанатăп.

Н. МАЗЯКОВА калаçнă

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика