АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăша _ ентеш парни

23 августа 2014 г.

Çак кунсенче районти тĕп библиотекăра Е. Турхан çыравçăн "Каганлăх тĕпренчĕкĕ" кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Çĕнĕ кĕнекепе паллашса ăна хак парас, авторпа тĕл пулса калаçас тĕллевпе вулавăша прозăпа поэзие юратакансем, писателĕн тус-юлташĕсем пухăнчĕç. Асăннă мероприятине библиотека ĕçченĕ Н. Ракова йĕркелесе ертсе пычĕ. Çыравçă-ентешĕн пултарулăхĕпе республикăри кăнтăр енчи тавра пĕлỹçĕсен ертỹçи Н. Ларионов паллаштарчĕ.

Евгений Андреевича Юхмапа Пăла тăрăхĕнче литературăна кăмăллакансем çеç мар, район хаçачĕн аслăрах вулаканĕсем те лайăх пĕлеççĕ. Вăл чăваш литературин ум каçалăкĕнче тăнă Турхан Энтри (1888-1972) çыравçăн ывăлĕ. Çак йăхран чăваш литературине "сухалаканнисем" пиллĕкĕн _ асăннă Энтрипе унăн Евгений ывăлĕсĕр пуçне, Энтрипе пĕр тăван Якку (1874 - 1938), Хĕветĕр (1876-1932) тата Марье ятлă пĕр тăванĕн ывăлĕ Григорий Кузнецов Кели (1901 - 1931). Халĕ ĕнтĕ Турхан хушаматлă ỹнерçĕсем те пур, паллă ĕçлевçĕсемпе ертỹçĕсем те.

Çуралма Евгений Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă, Патăрьелĕнче пурăннă, халĕ юлашки 15 çулĕнче Хусанта вăй хурса ĕçлесе пурăнать, творчество каçалакĕнче çĕнĕ ỹсĕмсем тăвать.

Евгений Андреевич чăваш литературинче 40 çул. 18 çул "Авангард" хаçат редакцийĕнче корреспондент, пай пуçлăхĕ, редактор çумĕ пулса вăй хунă. 1994 çулта Тутарстанри чăвашла тухакан "Сăвар" хаçата йĕркелеме хутшăнать, унта ĕçлеме куçать. Унăн 1985 çулта "Пăла таврашĕнче" ятпа пичетленсе тухнă пĕрремĕш кĕнеки Митта Ваçлейĕн премине тивĕçнĕ. 2000 çултанпа Тутарстан писателĕсен союзĕн членĕ.

Ентешĕмĕр прозăра та, поэзире те, чăвашла та, вырăсла та паха ĕçлекен писатель, унăн хайлавĕсем тутарла та пичетленеççĕ. Ытларах вăл историлле хайлавсем калăплать. Унăн кĕнекисем: "Пăла таврашĕнче" (1990), "Тайна обелиска" (1990), "Последний эльтебер" (2001), "Ăçта-ши эсĕ, юратăвăм?" (2009).

"Каганлăх тĕпренчĕкĕ" кĕнекере те Атăлçи Пăлхар патшасен тăхăмĕсем, сăвар-чăваш йăхĕсем саланса кайни çинчен калакан халапсен сюжечĕсем тĕпре. Вырăс императорĕ I Александр Раççей тытăмĕнче удел патшалăхĕ йĕркелеме килĕшсен хайлаври тĕп сăнарăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ. Авторăн фантазийĕ, историлле пулăмсене хăйне евĕр ăнлантарни вулаканшăн кăсăклă пулмалла.

Тĕл пулура писатель хăйĕн малашнехи ĕç планĕсемпе паллаштарчĕ, нумаях пулмасть Турцинче иртнĕ Пĕтĕм тĕрĕк халăхĕсем кăларнă кĕнекесен куравне хутшăннине каласа пачĕ. Е.Турханăн çĕнĕ кĕнекине тишкерсе Д. Коннов, И. Иванов, Н. Николаев, Ю. Чернышева, П. Логунова тухса калаçрĕç, кĕнекене лайăх хак пачĕç.

Н. МАЗЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика