АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕтелĕр тулăх пултăр

23 августа 2014 г.

 Пан улмирен _ повидло

1 кг пан улми, 800 г сахăр песукĕ, 1 стакан шыв, тутă кĕмелĕх корица. Кастрюле 1 стакан шыв тата 1 стакан сахăр ярса ирĕлтермелле. Пан улмине пысăках мар турамсем туса касмалла, хатĕрленĕ сироп çине ярса вăтам çулăм çине лартмалла. Унтан каллех пĕр стакан сахăр хушмалла. Сахăр ирĕлнĕçемĕн ăна çĕнĕрен хушса тăмалла, хатĕр пуличчен пĕçермелле.

Юлашкинчен корица ярса пăтратмалла, банкăсене ярса хупмалла.

Кукăль ăшлăхĕ валли 3 кг пан улми, 2 стакан сахăр. Пан улмине турамалла, сахăрпа сапса каçлăха хăвармалла. Ирпе çулăм çине лартса вĕреме кĕртмелле. Вĕреме кĕнĕ хыççăн 5 минут пĕçермелле те таса банкăсене тултарса хумалла.

Сăмах май, ахаль çиме те лайăх _ чăн-чăн повидло.

 

Йỹçĕтнĕ пан улми

10 л шыва _ 1,5 стакан сахăр песукĕ, 3 кашăк тăвар, 1 кашăк горчица-порошок.

Горчицăна кăштах шывпа хутăштармалла.

Антоновка пан улмине лайăх çуса банкăна тултармалла. Шыва сахăрпа тăвар тата горчица ярса вĕреме кĕртмелле, сивĕтмелле, банкăна ямалла. Капрон хупăпа хупмалла. Сулхăн вырăнта упрамалла. Çĕнĕ çулта çиме юрать.

 

Пан улми сĕткенĕ

Пан улмине соковыжималка витĕр кăлармалла. Кăпăкĕ нумай тухĕ. Темех мар _ ăна тỹрех илме е пĕçернĕ чух пухма та юрать. Пан улми сĕткенне вăтам çулăм çине лартмалла. Чи кирли _ вĕреме памалла мар. Вĕреме пуçласанах çулăма сỹнтермелле _ унсăран витаминсем сыхланса юлмĕç. Кăмăл пулсан сахăр хушма пултаратăр, хушмасан та юрать. Стерилизациленĕ таса банкăсене тултарса хупмалла. Ăшă япалапа витмелле. Сулхăн вырăнта упрамалла. Пан улми упрамалли вырăна _ нỹхрепе е тĕп сакайне _ малтанах хатĕрлемелле: стенана "сỹнтернĕ" извеçпе шуратмалла ( 10 л шыва _ 1,5 кг), унта 100-200 г пăхăр купоросĕ хушма юрать. Нỹхрепри урайне 5 процентлă тимĕр купоросĕпе сăрламалла. Усă курма снТатнă пан улмине çумалла мар _ чиртен тата çĕресрен хỹтĕлекен сий çухалĕ. снУпрама хуриччен пан улмине сортламалла: сиенленнисене, ỹксе ваннисене хумалла мар.

Пан улмине пухнă хыççăнах сивĕтме тăрăшмалла: нỹхрепре е сивĕтмĕшре. нĂна йывăç е картун курупкара, карçинккара, полиэтилен хутаçра е çỹлĕк çинче упрамалла.

Тунине çỹлелле туса хумалла. Кăмăл пулсан кашнине хутпа чĕркеме юрать. Типĕтнĕ юман е вĕрене çулçипе хутăш хуни те аван

. Пан улми çинчен

мПан улми пуриншĕн те усăллă. Унта тĕрлĕ витамин нумай. А витамин инфекци чирĕсенчен сыхланма, куç çивĕчлĕхне ỹстерме пулăшать. Сайра-хутра тĕл пулакан С витамин вара апат ирĕлтерес ĕçе лайăхлатать, ỹсме пулăшать. С тата В ушкăнри витаминсемпе те пуян пан улми.

мУнсăр пуçне пиçсе çитнĕ пан улмире йод шайĕ бананран 8 хут ытларах, апельсинран - 13 хут. Апла пĕсехе парĕн чирĕпе нушаланас мар тесен пан улми çимелле.

мПан улмире тимĕр нумаях мар, анчах унра организм ытти çимĕçри _ калăпăр, çăмартари е пĕверти _ тимĕре лайăхрах ирĕлтерме пулăшакан япаласем пур Кальци вара çителĕклех.

мПектин пурри вар-хырăма йĕркеллĕ ĕçлеттерме май парать.

мПан улми юн тымарĕсене çирĕплетет, ỹт тăртанса тăнине ирттерет.

мТуртакансене сиенлĕ йăларан хăтăлма пан улми çиме сĕнеççĕ: 3 кунччен пан улмипе тата симĕс чейпе кăна пурăнмалла. Тăваттăмĕш кунне вара туртас кăмăл сĕвĕрĕлет.

мТăтăшах пан улмипе унăн сĕткенне усă курни пуç мимин клеткисене арканасран упрать, астăвăма çирĕплетет.

мПан улмире инфарктран, инсультран, ракран хỹтĕлекен антиоксидантсем пур. Уйрăмах вăл çимĕçĕн хуппинче нумай.

мПĕрмаях пан улми çисе начарланма та пулать: углевод çăва куçманран çын майĕпен çỹхелет.

мПан улмине урăх çимĕçпе хутăш çиме юрамасть, газ пухăнса аптратма пултарать. Урăх çимĕçе çийиччен çур сехет те пулин вăхăт иртмелле.

мХырăмлăхпа пыршăлăх тракчĕн чирĕсемпе нушаланакансен пан улми хуппине шуратса е духовкăра пĕçерсе çимелле.

м Ытла пылак пан улми шăл эмалĕшĕн сиенлĕ, çавăнпа çинĕ хыççăн çăвара шывпа чỹхеме тăрăшмалла.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика