27 августа 2014 г.
НУМАЯХ пулмасть ялтан Патăрьелне килекен автобус çинче икĕ хĕр арăм калаçса пынине илтме тỹр килчĕ. Пĕри çуркуннеренпех кăвакалпа бройлер усранă. Паллах, хăйсем валли çеç мар ĕнтĕ, хулара пурăнакан тăван-пĕтенне валли те пай кăларасшăн. Çапла пĕр кунхине Шупашкарти йăмăкĕ шăнкăравласа кăвакал какай çиес килнине пĕлтерет, урисемпе пуçне тата ăш-чиккисене кăмăлланине те систерет.
Çакскер ывăлĕ машинăпа хулана кайма пуçтарăннине курса йăмăкне кучченеç парса яма шутлать. Хĕр арăм нумай пуç ватса тăмасть, пасар сумки ăшне чĕрĕ кăвакалпа бройлера чăмтарать те ачипе ăсатать. Йăмăкĕ парнене курсан икĕ пĕççине шартах çапать! Вăт кучченеç! Лешĕ те аптраса тăмасть, çул çинче анăранă кăвакала малтан ваннăйне, кайран вĕри шыва чăмтарать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)