АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей министрне тав туни

27 августа 2014 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей оборона министрне Сергей Шойгуна Раççей Сывлăш-çар вăйĕсен "Стрижсен" пилотаж ушкăнĕн Шупашкар кунĕнчи манăçми кăтартăвĕшĕн тав тунă.

"Шупашкар хула кунĕнче питĕ ăста летчиксен авиашоуне 300 пин çын пысăк кăмăлпа сăнанă. Унсăр пуçне Чăваш Енре пурăнакан 7 пин ача ятарласа йĕркеленĕ экскурсисем вăхăтĕнче пилотаж ушкăнĕн членĕсемпе курнăçнă, мухтавлă "МиГ"-сене сывлăшра кăна мар, çĕр çинче те курма пултарнă.

Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси тата çар патриот воспитанийĕн теми паянхи Раççейшĕн те, Чăваш Еншĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир тăван тăрăха _ çĕре, ашшĕ-амăшĕпе çывăх çыннисене хисеплеме, юратса пурăнма хăнăхтаратпăр, чыс, тивĕç туйăмне вăрататпăр. Çакă пĕтĕмпех Раççей патшалăхĕн оборона хăватне ỹстерме пулăшать. Пирĕн арçын ачасемпе хĕр ачасем Раççейĕн чи маттур летчикĕсен вĕçевне курса тỹпе çинчен, вĕçевçĕ пулма ĕмĕтленме тытăнасса шанатăп, вĕсем çĕр-шыв хỹтĕлевçисен ретне çирĕп кăмăл-туйăмпа тăрĕç", _ тенĕ телеграммăра.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика