27 августа 2014 г.
Августăн 22-мĕшĕнче район администраци залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн 26-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕсен, мĕн пур йышши харпăрлăхлă хуçалăх ертỹçисем, предприяти, организаци тата учреждени пуçлăхĕсем хутшăннă.
Ларăва район пуçлăхĕ Михаил Петров ертсе пынă. Чи малтанах РФ шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" муниципаллă уйрăм начальникĕ Андрей Фомин кăçалхи çур çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Çак тапхăрта Патăрьел районĕнче полици ĕçченĕсем йĕрке пăснă 173 ĕç пăхса тухнă, 95,4 процентне уçса панă. Пирĕн районта та ытти çĕрти пекех ют пурлăха куç хывакансен йышĕ ỹсни палăрать. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, преступлени шучĕ 23,3 процент чакнă.
2014-2015 вĕренỹ çулне шкулсем мĕнле хатĕрленни пирки райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ _ вĕренỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пай пуçлăхĕ Валерий Осипов пĕлтернĕ. Пĕлỹ çурчĕсене ятарлă комисси тĕрĕсленĕ, шкулсенче пуринче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ, ачасене кĕтсе илме юрăхлă. Шăнкăртамри 1-мĕш, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулсенче "Социальная поддержка" программăпа сусăр ачасене вĕренмелли мĕн пур услови тăвас ĕç пырать.
Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче ял хуçалăхсенче пушă выртакан çĕрсене туллин усă курас ыйтăва райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ райадминистрацин ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Мансур Калмыков çивĕчлетнĕ.
Унăн çумĕ Галина Иванова район муниципалитечĕн харпăрлăхĕ шутланакан хăш-пĕр пурлăхсене федераллă харпăрлăха куçарас, куçман пурлăх объекчĕсене шутран кăларас ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Çавăн пекех депутатсем 2012-мĕш çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче 6-мĕш номерпа йышăннă "Об утверждении квалификационных требований для замещения должностей муниципальной службы в Батыревском районе" ылмаштару кĕртме сĕннĕ ыйтăва та пăхса тухнă, кирлĕ йышăну тунă.
Ларура район пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)