27 августа 2014 г.
Класс ертỹçи пулнă май вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе час-часах тĕл пулма тивет. Вĕсенчен нумайăшĕ ачасен вĕренес туртăмĕ çуккине пĕлтереççĕ. Мĕнле сăлтавсене пула çитĕнекен ăру пĕлỹ патне ăнтăлмасть-ха?
Вĕренесси ачашăн пĕрремĕш кунтанах чăн-чăн ĕç пулса тăрать. Çакна аслисен яланах асра тытмалла. Пĕчĕкренех йывăрлăхсене çĕнтерме, кашни япалана вăхăтра тутарма, çирĕп йĕркене хăнăхтармалла. Йĕркене пăхăнакан пепкешĕн кайран уроксем тăвасси те йывăрлăх кỹмест. 3-4 çулхи ачана ним тума та чарманнисен вара пачах урăхла пурнăç пуçланать. Шкула çỹреме пуçласан ачасен урокра тимлĕ итлесе ларма та, задачăсемпе примерсене вăрах шутлама та чăтăмлăх çитмест. Вĕренекенĕн хăйне ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме тивет, анчах кун пек нумая тăсăлманни куç кĕретех. Çавна май вăл хушнисене итлеми, интересленми, шухăшлами, вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайми пулать.
Вĕренỹре ачана аслисен те, учительсен те пулăшмалла. Ашшĕпе амăшĕ тăвакан йăнăшсенчен пĕри вăл _ килти ĕçе хăйсем пурнăçлани. Çакна вĕсем хăйсем сисмесĕрех _ урок тунине тĕрĕсленĕ чухне _ тăваççĕ. Пĕлĕве тĕрĕс мар хаклани те витĕм кỹрет. Килте сахал пĕлнишĕнех мухтаççĕ, шкулта вара тарăнрах та çирĕпрех ыйтаççĕ.
Ачан вĕренес туртăмне ỹстерес тесен киле панă ĕçсене пĕр вăхăтра тума хăнăхтармалла, урока хатĕрленме яланах пĕр вырăн пулмалла.
Хăш-пĕр пепкен шкула кайичченех пĕлỹ илес кăмăл çук, теприсен вара вăл каярах палăрать. Ашшĕ-амăшĕн çакăн пек чуне ачин шухăш-кăмăлне улăштарассишĕн тăрăшмалла, унăн шанăçне кĕме тăрăшмалла, çине тăрсах урок тутарма вĕрентмелле, йывăрлăхра пулăшмалла.
В. ФЕДОРОВА, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)