27 августа 2014 г.
Район прокуратурипе полици сотрудникĕсем çут çанталăка упрас, тăван тавралăха сыхлас йĕркене мĕнле пăхăннине тăтăшах тĕрĕслесе тăраççĕ.
Çак тĕллевпе нумаях пулмасть ятарлă рейд ирттернĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Кзыл-Чишма ялĕ çывăхĕнчи пĕвере пĕр çын йĕркене пăсса пулă тытнă факта тупса палăртнă. Çакскер шăпах пулăсем вăлча сапнă вăхăтра карпсене тетĕл (сеть) ярсах тытнă. Арçын пĕр хутчен çеç мар çапла хăтланнă курăнать. Анчах та вĕренĕн те вĕçĕ пур, теççĕ. Пулăçа рыбнадзор ĕçченĕсем алăранах ярса тытнă. Çак сăлтавпах ун тĕлĕшпе РФ УК-ăн 256 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Ку ĕçе тĕпчеме район прокуратури хăйĕн çине илнĕ.
Ю. ФУРАЖНИКОВ, район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)