АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » çĕНĕ ТУХĂçА ВУТРА КĕЛЛЕНТЕРЕС МАРЧĕ

27 августа 2014 г.

Районта вырма малалла тăсăлать. Çĕнĕ тухăç кĕлете тăкаксăр кĕтĕр, сĕтел çинче яланах çăкăр пултăр тесен пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене те çирĕп пăхăнмалла.

Яваплă тапхăра хутшăнакан кашни çынпа организаци ертỹçисен пушар хăрушсăрлăхĕ пирки инструктаж ирттермелле. Комбайнсене, тракторсене вут-çулăма сỹнтермелли хатĕрсемпе (2 огнетушительпе, 2 кĕреçепе) тивĕçтересси пирки те манмалла мар. Çавăн пекех типĕ курăкран тасатнă, çунакан çỹп-çапран инçерех, йĕри-тавра 4 метр таран сухаланă, йĕтемрен, утă-улăм урисенчен, хуралтăсенчен 100 метр аякрах хатĕрленĕ ятарлă лаптăкра çеç техникăна çунтармалли-сĕрмелли материал ямалла. Хирте хăмăлсене çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть.

Юсавсăр, капочĕсене уçса çỹрекен тракторсемпе машинăсем те пушар сăлтавĕ пулма пултараççĕ. Çĕмĕрĕлнисене пĕр тăхтамасăр мастерскойне илсе каймалла. Çулăма сỹнтерекен техника яланах ĕçлекенсен çывăхĕнче лармалла.

Сыхланакана Турă та сыхлать, çакăн пирки манас марччĕ.

А. СИМУКОВ, районти пушар надзорĕн инспекторĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика