АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĂЛĂН АЧАНА ЙЫШĂНСАН

27 августа 2014 г.

Тăлăх е ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнă ачана çемьене йышăнакана патшалăх пулăшăвĕпе хавхалантараççĕ-и?

О. ВАСИЛЬЕВА.

Федерацин 1995 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнчи "Ачаллă гарждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" 81-мĕш сак- унĕпе килĕшỹллĕн ачана воспитани памашкăн çемьене йышăннă (усрава илнĕ, опека (попечительлĕх) çирĕплетнĕ, ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнисене йышăнакан çемьене вырнаçтарнă) чухне ашшĕ-амăшĕ паллă мар, вилнĕ тесе пĕлтернĕ, вĕсем тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн правине туртса илнĕ е çав ирĕке чикĕленĕ, вĕсем ăçтине палăртма май çук тесе йышăннă, харпăр хăй ĕçĕшĕн явап тытаймаççĕ (е ку енĕпе чикĕленĕ), сывлăх хавшаккипе ачана пăхса усрассинчен тата унăн ирĕкне хỹтĕлессинчен пăрăнаççĕ е ăна воспитани паракан учрежденирен, медицина организацийĕнчен илме килĕшмеççĕ пулсан пĕр хут тỹлекен пособи ирĕкне усрава илекенсенчен (попечительсенчен), йышăнакан ашшĕ-амăшĕнчен пĕри тивĕçет.

Çемьене икĕ е ытларах ачана воспитани илме парсан асăннă пособие кашниншĕн тỹлеççĕ. 2014 çулта унăн виçи 13741,99 тенкĕпе танлашнă. Çичĕ çултан аслăрах сусăр ачана, çавăн пекех пиччĕшĕ-шăллĕне е аппăшĕ-йăмăкне усрава илсен пособи сумми кашни ачашăн 105 пин тенке çитет.

Чăваш Республикин 2004 çулхи чỹк уйăхĕн 24-мĕшĕнче "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" 46-мĕш саккунĕ тăрăх опекунсем, попечительсем, йышăннă ашшĕ-амăшĕнчен пĕри, патронат воспитателĕ ачашăн уйăхсерен тỹлекен пособие тивĕçет. Йышăнакан ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне уйăхсерен 1-2 ачашăн _ 3295,3 тата ытларахшăн 4680 тенкĕ парса хавхалантараççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика