27 августа 2014 г.
Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕ Украинăран ирĕксĕр тарса килме тивнĕ çемьесене хỹтĕлемешкĕн пуçаруллă хутшăнать.
Хастар хĕрарăмсем "Чувашиякурорт" хăна çуртĕнче вăхăтлăх пурăнакансене, хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци цетрĕнче кĕтес тупнă çемьесене укçан пулăшнă.
Нушаллă çемьесене пулăшмашкăн япала, укçа пухасси малалла пырать. Ыр кăмăллăх акцине республикăри ăш пиллĕ çынсем _ предприяти-организацире вăй хуракансем, пенсионерсем, ĕç коллективĕсем _ активлă хутшăнаççĕ.
Хаклă ентешĕмĕрсем, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ граждансене _ Украинăри вăрçа пула çуралнă вырăнтан ирĕксĕр тарса тухнă тата Чăваш çĕрĕнче хỹтлĕх тупнă çынсене _ пулăшмашкăн хутшăнасса шанса республикăри хĕрарăмсен канашĕн ыр кăмăллăх фончĕн реквизичĕсене пĕлтеретпĕр:
Благотворительный фонд Чувашского республиканского совета женщин
428000, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119 ИНН 2130999669,
КПП 213001001 рỸс 40703810875000000039 в ОАО "Сбербанк России" Чувашское отделение № 8613
кỸс 30101810300000000609 БИК 049706609
Назначение платежа: "помощь беженцам Украины".
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)