30 августа 2014 г.
КĂÇАЛХИ августăн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн тĕп прокурорĕн Хушăвĕпе Атăлçи регионсен хушшинчи çут çанталăкăн сыхлавĕн прокурорĕ пулма В.В. Селифанова шаннă. Вениамин Вениаминович Алтайри Топчиха поселокĕнче 1968 çулта çуралнă. Çартан таврăннă хыççăн, Саратов хулинче юриста вĕреннĕ. Хăйĕн ĕç стажне Мускав облаçĕнчи Щелоково хулин прокуратурин аслă следователĕ пулса пуçăннă. Унтан ăна Подольск хулин прокурор çумĕ пулма шанаççĕ. Каярахпа Сергиев-Посад хулин прокурорĕнче, Мускав облаçĕн прокурор çумĕ пулса вăй хурать.
Атăлçи регионсен хушшинчи çут çанталăк сыхлав прокуратури тавралăха сыхлас тата ăна экологи енчен упрас тĕллевпе çыхăннă ĕçсене саккун тăрăх пăхса сăнаса тăрать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)