30 августа 2014 г.
РАЙОНТИ пушар надзорĕн инспекторĕсем час-часах вырăнсенче пулса коллективсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалли пирки калаçусем йĕркелеççĕ. Юлашкинчен вĕсем çак тĕллевпе Турхан ял тăрăхне кĕрекен ялсене çитнĕ. Районти пушар надзорĕн дознавателĕ В. Давыдов халăхпа тĕл пулнă чухне республика территорийĕнче вут-кăварпа пулнă инкексем пирки каласа панă, çак ыйтупа хамăр тăрăхра та сыхă та тимлĕ пулмаллине асăрхаттарнă.
Сăмах май каласан, ку таранччен районта "01" служба ĕçченĕсем 21 хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен самай пĕчĕкрех. Иртнĕ çул 33 пушар пулнă. Анчах та çакă лăпланса лармалли е хамăрăн тимлĕхе чакармалли сăлтав пулмалла мар. Пушар надзорĕн инспекторĕсем тĕл пулусенче çак ыйтăва та çивĕчлетнĕ: вут-çулăма сỹнтерме маар, унтан асăрханма çăмăлтарах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)