30 августа 2014 г.
Сисĕнмесĕрех çуллахи каникул иртсе кайрĕ. Вăй пуçтарнă, канса тĕрекленнĕ ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнине пĕлтерсе сентябрĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш шăнкăрав янăрĕ. Унччен вара педагогсем пĕрле пухăнса иртнĕ вĕренỹ çулне пĕтĕмлетрĕç, кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.
Августăн 26-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче учительсен конференцийĕ иртрĕ. Унта Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата унăн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ В. Осипов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, Чăваш Патшалăх гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Ю. Исаев, районти педагогсемпе воспитательсем, çут ĕç ветеранĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.
Канашлу темипе В. Осипов доклад туса пачĕ.
Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов педагогсене, пухăннă ытти çынсене çĕнĕ вĕренỹ çулĕпе саламланă май ĕçре хастарлăх, тăрăшулăх, чăтăмлăх сунчĕ.
Çамрăкла вĕренни чул çинче, тенĕ мĕн ĕлĕкех. Ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ парассишĕн, вĕсен тавра курăмне анлăлатассишĕн педагогсем нумай тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра шкулсенче 500 ытла вĕрентекен вăй хурать. Учительсен вăтам çулĕ 41 çулпа танлашать. Шел пулин те, коллективра аслăраххисем ытларах. Нумай пулмасть диплом илнĕ 8 çамрăк кăна пĕлỹ сукмакне такăрлатать. Яш-кĕрĕме хавхалантарма çурт-йĕр условине лайăхлатмалли программа ĕçлеме пуçланă.
Ялсенче ача шучĕ чакнă май вĕрентỹ учрежденийĕсене реорганизацилеме тивет. Сентябрьтен Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш шкул-ача сачĕ Ыхра Çырминчи вăтам шкулпа пĕрлешет, Тăрăнта малашне ача сачĕ кăна пулать. Çĕньялти вăтам шкул пĕтĕмĕшле пĕлỹ пама пуçлать. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче парта хушшине 4499 ача ларать. Унтан 464-шĕ пĕрремĕш класа, 315-шĕ 11-не каяççĕ.
Юлашки çулсенче районта çĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем çĕкленнине те палăртма кăмăллă. Пĕлтĕр Тутар Сăкăтĕнче хута кайрĕ. Кăçал Çĕнĕ Ахпỹртре 140 вырăнлă пĕлỹ çурчĕ, Турханта шкул çумне хушма кĕтес тума пуçлама палăртнă. Çавăн пекех республика бюджечĕ уйăрнă 820 пин тенкĕпе Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вĕрентỹ учрежденине, Турханти спорт зала юсанă. Вĕсене спорт инвентарĕсем кăна 19-шар пин тенкĕлĕх илсе панă. "Доступная среда" республика программипе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнче иккĕмĕш тата Шăнкăртамри пĕрремĕш шкулсене тĕпрен юсама 1,6 миллион тенкĕ тивĕçнĕ. Татмăшри пуçламăш шкул-сада сиплеме вырăнти бюджетран 276 пин тенкĕ яхăн уйăрнă.
Çулсерен "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонĕ иртет. Унта пухăннă укçа каялла хамăр патах таврăнать. Кăçал, акă, 300 пин тенке яхăн пуçтарăннă. Унтан Ишлĕри "Хĕрлĕ палан" ача сачĕн базине çирĕплетме 100 пин тенкĕ панă. Нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьери ачасене шкул тата спорт формисем илсе парнелесси те йăлана кĕнĕ.
Вĕренекенсенне кăна мар, вĕсене ăс паракансен пултарулăхне те тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслесех тăраççĕ: "Çулталăк учителĕ", "Çулталăк воспитателĕ" тата ытти мероприяти иртет. Нумайăшĕ районтинче çĕнтерсе республика шайĕнче хăйсене кăтартаççĕ. Педагогсем опычĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсенче паллаштараççĕ. 2006 çултанпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне _ 8, Чăваш Республикин Пуçлăхĕнне 4 учитель тивĕçнĕ.
Ачасен пĕлĕвне хаклаканни _ Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕ. Кăçал 341 вĕренекен тĕрĕслев витĕр тухнă, анчах 4-шĕн вырăс чĕлхипе, 18-шĕн математикăпа пĕлĕвĕ çителĕксĕрри палăрнă. Экзаменсенче вырăс чĕлхипе вăтамран 61,3, ют чĕлхепе _ 60 ытларах, географипе 55 балл пухнă. Патшалăх тĕрĕслевĕн районти вăтам кăтартăвĕ республикăринчен пĕчĕкрех. Математикăпа, физикăпа тата географипе Раççейринчен кăштах лайăхрах.
Раççейри олимпиадăсен районти этапĕнчи çĕнтерỹçĕсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Аслă Чементи, Сăкăтри, Нăрваш Шăхалĕнчи, Туçари вăтам, пĕтĕмĕшле пĕлỹ параканнисенчен Çĕнĕ Ахпỹртри шкулсенче вĕренекенсем йышлă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн чи нумай парне _ 139!
Кăçал та Патăрьел çĕрĕнче республика шайĕнче иртнĕ "Зарница" тата "Орленок" вăйăсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулти икĕ команда та _ "Зарница" ушкăнри иккĕмĕш, "Орленокри" пĕрремĕш _ çĕнтерỹпе таврăннă. Агропромышленность техникумĕнче пĕлỹ илекенсем "СПО" ушкăнра малти вырăна тухнă. Июль уйăхĕнче "Орленокри" çамрăк армеецсем Раççей шайĕнче Тулăра иртнĕ "Çĕнтерỹ" çарпа спорт вăййисенче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Конференцинче Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров та тухса калаçрĕç. Мероприятинче нумай çул ĕçленĕ тата палăрнă учительсемпе воспитательсен тăрăшулăхне Хисеп хучĕсемпе, грамотăсемпе хакларĕç. Н. Глухов район администраци пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене свидетельствăсем пачĕ.
О. ПАВЛОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)