30 августа 2014 г.
Чăваш Енте Раççейри водоканалсен У!! конференцийĕ хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Виçĕ кун хушшинче _ августăн 26 _ 28-мĕшĕсенче _ 300 ытла участник республикăн тĕп хулинче водопроводпа канализацин чи çивĕч ыйтăвĕсене сỹтсе явнă. Вĕсен йышĕнче асăннă отрасльти пысăк предприяти ертỹçисем, РФ Патшалăх Думин, Строительствăпа Экономика аталанăвĕн, Çут çанталăк пурлăхĕсен министрествисен, федерацин тарифсем енĕпе ĕçлекен службин представителĕсем хутшăннă.
"Чăваш Ене Раççейри водоканалсен У!! Конференцине ирттерме çак отрасльти çитĕнỹсене шута илсе тата Республика Пуçлăхĕн йыхравĕпе суйласа илнĕ",_ çапла пĕлтернĕ конференцие хутшăннисене Раççейри таса шывпа тивĕçтерекен тата юхтарса яракан ассоциацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Елена Довлатова. "Эпĕ çакна пĕлетĕп: Михаил Васильевич халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва тĕплĕн шухăшласа пурнăçлать. Çак проблема яланах çивĕч: шыв тата çĕр айĕнчи çăл куçсен пахалăхне малашне тата лайăхрах курас килет" - палăртнă вăл.
_Хальхи вăхăтра таса шывпа çĕр-шыври халăхăн 60 проценчĕ усă курать, _ çапла пĕлтернĕ РФ Строительствăпа ЖКХ министрĕн çумĕ Андрей Чибис. 2020 çул тĕлне кăтарту 90 процента çитмелле. Шывпа тивĕçтерес системăна модернизацилеме çак отрасле инвестицисемпе профессилле компанисене явăçтарасшăн. Çакăн валли саккунунсем кăлакракан база хатĕрленĕ, вăл отрасле капитал кĕме пулăшĕ.
Модернизаци механизмĕсенчен пĕри нумай вăхăтлăх тарифа пурнăçа кĕртесси. Малашлăхри 3 _ 5 çул валли тарифсене йĕркелени водоканала аталанма панине çирĕплетеççĕ экспертсем. Темăна малалла тăсса Андрей Чибис Раççейре 2019 çулччен вăтамран çĕр-шывра граждансен коммуналлă çăмăллăхсен тỹлевĕ 6 процентран ытла ỹсменнине аса илтернĕ.
Конференцие хутшăннисем республикăри шыв парса тăракан объектсемпе паллашнă. "Коллегăсене Çĕнĕ Шупашкарти "Биологи тасатăвĕн сооруженийĕ", Шупашкарти "Водоканалăн" ĕç технологийĕ тĕлĕнтерчĕ. Раççейре шыв тарифĕ пысăках маррине пăхмасăрах Чăваш Енте отрасльти предприятине йĕркеллĕ тытса тăраççĕ" _ палăртнă Елена Довлатова."Шанма пултаратăр. Чăваш Республикин мĕнпе мухтанмалли пур. Ку манăн тăван республика, эпĕ уншăн намăсланмастăп." _ çапла пĕтĕмлетнĕ Раççейри водоканалсен У!! конференцине министр çумĕ Андрей Чибис.
Экспертсем конференци пирĕн патăрта иртнине урăхла та сăлтавлаççĕ: республикăра ЖКХ системинчи проблемăсем йывăрланни коммуналлă рынокри участниксен ĕçне уççăн кăтартманран иккенне чăн малтан пĕтĕмлетнĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ЖКХ Порталĕ те чăн малтан Чăваш Енте йĕркеленнĕ, çĕр-шывра чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Çакнашкал уççăнлăх республикăри лайăх лару-тăру йĕркелеме пулăшать. Сăмахран, кăçалхи июльте ЖКХ сферинче Раççей регион пуçлăхĕсен медиарейтингĕнче пирĕн Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 23-мĕш позицинче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)