30 августа 2014 г.
Районта пурĕ 22 шкул автобусĕ, вĕсенчен 19-шĕ ачасене палăртнă маршрутсемпе пĕлỹ çурчĕсене турттараççĕ. Ыттисем (Çĕньялти, Тутар Сăкăтĕнчи шкулсенче тата вĕрентỹ пайĕн) класс тулашĕнчи мероприятисене илсе çỹреççĕ.
Августăн 21-мĕшĕнче ятарлă комисси автобуссем çỹрекен маршрутсем вĕренекенсене илсе çỹреме юрăхлине пăхса тухнă. 25-мĕшĕнче вара техникăн юсавлăхне тĕрĕсленĕ. Ачасене илсе çỹреме хальхи требованисемпе килĕшỹллĕн пурте тенĕ пекех (иккĕшĕсĕр пуçне) хатĕр. Çавăн пекех кашнин çине ГЛОНАСС спутник навигацийĕн системине вырнаçтарнă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)