АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре

30 августа 2014 г.

 Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра 2014_ 2015 çулти вĕренỹ тытăмне хатĕрленсе çитнипе çыхăннă канашлăва хутшăннă. Ăна Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев видеоконференци мелĕпе ирттернĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Дмитрий Медведев премьер-министра республикăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан пур шкул та ачасене йышăнма хатĕрри çинчен каланă. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче пĕрремĕш класса 500 ача ытларах каять. Вĕренỹ çулне хатĕрлеме пурĕ 1 млрд та 800 млн тенкĕ уйăрнă. Михаил Игнатьев çавăн пекех Украинăран вăхăтлăха тарса килнĕ çынсен 133 ачи шкулсенче вĕренме пуçласси тата 45 ача садиксене çỹреме тытăнни çинчен каланă.

ЧР Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕн, промышленноç, суту-илỹ министерствисем, Суту-илỹпе промышленноç палати авăн-раштав уйăхĕсенче республикăра "Вырăнтине суйла _ хамăрăнне туян" ятпа акци йĕркелеççĕ. Вăл РФ Президенчĕн Владимир Путинăн çĕр-шывра апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туса хумашкăн экономикăн ятарлă мерисемпе усă курма йышăннă Указне пурнăçлама май парать.

Юлашки виçĕ çулта Чăваш Енре 23 ача сачĕ хута кайнă. Çакă хушма 3870 вырăн йĕркелеме май панă.

Вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕн вăтам виçи 2008 çулта 7549, 7 пин тенкĕпе танлашнă. 2014 çулхи официаллă кăтартусем çапларах: шкулчченхи вĕренỹ учрежденисенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи _ 15827 тенкĕ, шкулсенче _ 18101 тенкĕ, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче - 20687 тенкĕ.

Шупашкарта çурла уйăхĕн 25 _ 29-мĕшĕсенче Раççейри "Водоканалсен" У!! конференцийĕ ĕçленĕ. Çĕр-шыври çак отрасльте çитĕнỹсем тунă хуласенчен пĕринче вăл çулленех пулать. Кăçал çак чыса Чăваш Енĕн тĕп хули тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика