АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт _ пирĕншĕн пурнăç, аталану, малашлăх

30 августа 2014 г.

 _ Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" спорт форумне тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне Чăваш Енĕн тĕп хулинче, Шупашкарта ирттерни пирĕншĕн чыс, хисеп çеç те мар, республика аталанăвне Раççей шайĕнче тепĕр хутчен пысăк хак пани. Çакăншăн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм, савăнтăм. Пĕлтерĕшлĕ форума Сочинче е урăх çĕрте те мар, уйрăмах чăвашсен çĕр-шывĕнче йĕркеленине коллектив та ăшшăн йышăнчĕ, _ кăмăллăн пуçларĕ хăйĕн калаçăвне Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ, районти спорт каçлăкĕнче хĕрĕх çула яхăн палăрнă хастар Алексей Краснов.

"Спорт _ пирĕншĕн пурнăç, аталану, шанчăклă малашлăх. Унпа "чирленĕ" çын пурнăçра хăйĕн тĕллевне тупатех", _ татăклăн çивĕчлетрĕ хăйĕн калаçăвне çулĕсем шултăраланас еннелле сулăннă спортсмен.

Чăваш Ен спорт форумне хатĕрленнĕ тапхăрта районта физкультурăна, массăллă спорта аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çавна май çитĕнекен çамрăк ăрăва пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пулăшас ĕçре спортсменсем ыттисене витĕм кỹресси мĕнле пулса пынине пĕтĕмлетни кирлех. Çак тĕллевпе курса калаçрăмăр та эпир район шайĕнчи спорт "министрĕпе", район Пухăвĕн депутачĕпе А. Красновпа.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ унчченех паллă спортсменсемпе пуян. Халĕ вара унăн хунавĕсем тата çĕнелсе, çамрăкланса пыраççĕ. Юлашки çулсенче район спортсменĕсем республикăра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ туни савăнтарать. Сăмахран, çак кунсенче çеç район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çỹрекен хастар велосипедистсене икĕ кустăрмаллă "хурçă ут" парнелерĕ. Мĕн тери пысăк савăнăç пулчĕ вăл ачасемшĕн! Парнене вара ДЮСШăна çỹрекенсем хăйсемех çĕнсе илнĕ, республикăра 2013 çулта 700 ача е ытларах çỹрекен спорт шкулĕн коллективĕсем хушшинче малти вырăна çĕнсе илсе 100 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Сăмах май каласан, иртнĕ çул пирĕн спортсменсем Чăваш Енте йĕркеленĕ виçĕ конкурс-тупăшура пĕрремĕш вырăн йышăннине ăнсăртран пулнă çĕнтерỹ тесе хаклаймăн. Пĕлтĕрхи тупăшлă çулталăк спортсменсене кăçал та хавхаланса ĕçлеме хистет. Районта паянхи кун тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсем комплекслă аталанса пынине палăртмалла. Акă, сăртлă-туллă çулпа велосипедпа чупассипе Тĕнче шайне тухнă паллă спортсменка Ирина Калентьева хăй хыççăн ентешĕсене анлă çул уçса пани те кăмăллă. Миçемĕш çул ĕнтĕ маунтинбайк енĕпе йĕркелекен республика ăмăртăвĕ шăпах вăл çуралнă тăрăхра, Нăрваш Шăхалĕнче иртет. Юлашки çулсенче çак ялтанах тепĕр спортсменка, Ирина Петрова, Раççей шайĕнче хăйĕн ятне çĕклени те пирĕншĕн пысăк чыс, савăнăç. Сентябрĕн 12-мĕшĕнче вăл хăйĕн вăйне Итали çĕр-шывĕнче иртекен Тĕнче чемпионатĕнче тĕрĕслĕ. Спортсменсемпе пуян Нăрваш Шăхалĕнче çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвакан иккĕмĕш Иринăна ăнăçу сунмалли çеç юлать.

Район халăхне массăллă спорта явăçтарс тĕллевпе те сахал мар ĕçлеççĕ тренерсемпе преподавательсем. Кăçалхи çулла триатлон енĕпе республикăри пысăк ăмăртăва Патăрьел районĕнче йĕркелерĕç. Пирĕншĕн вăл та пĕр йĕрсĕр иртмерĕ, уйрăм спортсменсем начар мар кăтарту турĕç. Максим Ялуков вара çак пысăк ăмăртура район чысне хỹтĕлесе республика чемпионĕ ята тивĕçрĕ.

Ачасемпе çамрăксене çеç мар, вăй питтисемпе аслă ăрури хастарсене те спорта явăçтарас тесе çулталăк тăрăшшĕпе сахал мар ăмăртусем, турнирсем иртеççĕ. Вĕсем пирки сăмах пуçарсан Алексей Егорович чăн малтанах çамрăк ачасемпе ял тăрăхĕсем хушшинче ирттерекен спартакиадăсене асăнчĕ. Районти спорт лидерĕ шкул ачисенчен чăн малтанах Первомайски, Аслă Чемен, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсене, ял тăрăхĕсенчен вара Туçасене, Аслă Чеменсене, Нăрваш Шăхальсене, Пикшиксене, Çĕнĕ Ахпỹртсене асăнчĕ. Район шайĕнче йĕркелекен ăмăртусенчен айккинче пăрăнса юлакансем те пур: Ыхра Çырми, Кзыл Чишма, Çĕньял, Шăнкăртам тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсем. Вĕсенче спорт енне туртăнакансем е вĕсене куракансем, хак паракансем çук-ши? Физкультурниксен кунĕсенче те, уйăхсерен йĕркелекен Сывлăх кунĕсенче те ытларах пĕр коллективсемех старта тăраççĕ, кире пуканĕ йăтаççĕ, юлашки çулсенче вăй илсе пыракан чушкăлла та выляççĕ, алă вăйне виçеççĕ тата ытти те.

Пĕтĕмĕшле илсен спортпа туслă уйрăм хастарсем, çемьесем, ушкăнсем пирĕн районта сахал мар. Республика, Раççей, Тĕнче шайне тухнă паллă спортсменсен истори архивĕ çулсеренех пуянланса пырать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, Раççейрен тата чикĕ леш енчи 20 çĕр-шывран 3 пине яхăн çын хăйсем форума хутшăнасси пирки пĕлтернĕ. Вăл шутра паллах, пирĕн тăрăхран тухнă паллă спортсменсем, уйрăм хастарсем пуласса та шанатпăр.

Пĕлсе тăма: форума хутшăнакансем валли 43 хăна çурчĕ _ 28 тĕп тата резерври 15 çурт уйăрнă. "Пирĕн задача _ Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне тивĕçлипе ирттерсе ярасси. Çав вăхăт тĕлне спорт площадкисемпе объекчĕсене кăна хатĕрлемелле мар. Пирĕншĕн потребительсен рынокĕн тата пулăшу паракан тытăмри предприятисем мĕнле ĕçлесси те пĕлте-рĕшлĕ", _ палăртнă Михаил Игнатьев форума ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн ларăвĕнче.

А. ЕГОРОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика