30 августа 2014 г.
Çитес тунти кун ачасем каллех шкул парти хушшине ларĕç, çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланать. Çакна кашниех тĕплĕн хатĕрленет. Ачисемсĕр пуçне ашшĕ-амăшĕн те пысăк шухăш, вĕсем валли шкул япалисене, кĕпе-тум тирне веçех çĕнĕрен туянмалла. Шкул япалисем вара пурте хаклă: ятарлă формăна, атă-пушмака, портфеле, спорт костюмне илме çеç 10 пин тенкĕ кăларса хумалла. Унсăр пуçне тетрадьсемпе ручкисене тата хăш-пĕр кĕнекине те туянмалла. Пĕччен пурăнакан амăшĕсен самаях тăкакланма тивет. Ку чухне ашшĕ пур çĕртех ачисене пĕччен ỹстерекен хĕр арăмсем те пур. Тĕрлĕрен сăлтавпа ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă çемьере ỹсекен ачасен ыттисенчен нимпе те уйрăлса тăмалла мар.
Раççей Федерацийĕнчи Çемье кодексĕпе килĕшỹллĕн кашни ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене кирлĕ пек пăхма, воспитани пама тивĕçлĕ. Çак кодексрах судпа шыраса илнĕ алимент тỹлевĕн калăпăшĕ пирки те каланă: пĕр ачашăн ĕç укçин 1-4 пайне, иккĕшĕн - 1-3 пайне тỹлемелле. Çакна кашни ашшĕн асра тытмалла, вăхăтра пурнăçламалла. Анчах та хальхи вăхăтра ку тĕлĕшпе районти суд приставĕн уйрăмĕнче 273 хура ĕç шутланать. Алимент тỹлессинчен тарса çỹрекен 22 çын ячĕпе РФ УК 157 статйипе килĕшỹллĕн уголовлă ĕç пуçарнă, ăна пăхса тухма суда ярса панă.
Пытарма кирлĕ мар, алимент тỹлекенсем чылайăшĕ ниçта та ĕçлемеççĕ, çавăнпа ăна вăхăтра тỹлеймеççĕ. Хăшĕ-пĕри вара шапаша тухса каять те, алимент тỹлемелли пирки мансах каять. Халĕ акă шăпах ачасене çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесе нумай укçа-тенкĕ тăкакламалли вăхăт. Çавăнпа та алиментçăсене тепĕр хут аса илтеретпĕр: уйрăлнă пулсан та ачăр хăвăрăнах. Ăна вара ура çине тăрăтмаллах!
И. КАЛЬМЕТОВА, районти суд приставĕн исполнителĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)