30 августа 2014 г.
Августăн 27-мĕшĕнче районта "Единая Россия" парти председателĕн Д.А. Медведевăн регионти обществăлла йышăнăвĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертỹçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Федераци центрĕн травма, ортопеди тата эндопротезировани" больницин тĕп врачĕ Николай Николаев пулнă. Хăнана район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов кĕтсе илнĕ, хамăр тăрăхăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ, вырма ĕçĕсем тата çĕнĕ вĕренỹ çулне шкулсем мĕнле кĕтсе илнипе паллаштарнă.
Райадминистрацинче Николай Станиславович халăхпа уйрăм йышăну ирттернĕ.
Тĕл пулура депутат çынсене сывлăх сыхлавĕ паракан пулăшусен пахалахĕ тата вĕсемпе усă курма еплерех майсем пурри çинчен тĕплĕн ăнлантарнă, тĕрлĕ сĕнỹсем панă.
Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ районта халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ, хуçасăр çапкаланса çỹрекен йытăсене пĕтересси тата чирлĕ çынсене сипленме кайма паракан путевка хакĕсем пирки ыйтусем çине хуравланă. Пĕр сусăр ачан амăшне РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви "Федераци центрĕн травма, ортопеди тата эндопротезировани" больницинче сипленме пулăшма шантарнă.
Çавăн пекех ĕçлĕ тĕл пулу "Паттăр" спорт комплексĕнче малалла тăсăлнă. Унта Николай Станиславовичпа район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов тулли мар тата йывăр шăпаллă çемьесенчи 23 ачана шкул тата спорт форми парса чыс тунă. Мероприятине хутшăннă районти социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ Анисия Воробьева, "Родник" реабилитаци центрĕн тĕп врачĕ Дильбер Гайнуллина ашшĕ-амăшĕсене çул çитмен ачасене вопитани парас ĕçре сывлăхпа чăтăмлăх, ачасене вĕренỹре ăнăçу суннă.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)