03 сентября 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацин шалти ĕçсен пайĕн министрĕн çумĕнчен Виктор Кирьяновран Тав çырăвĕ илнĕ. Унта июлĕн 22-28-мĕшĕсенче пĕтĕм тĕнче шайĕнче Мускавра иртнĕ "Шанчăклă урапа" _ "Безопасное колесо" çул-йĕр çамрăк инспекторĕсен конкурсне хутшăннă Чăваш Ен çамрăкĕсене мухтаса çырнă. Çавăн пекех çырура Виктор Николаевич Чăваш Республикинче ачасене çул-йĕр правилисене вĕрентес ĕçе аван йĕркеленине палăртнă.
Сăмах май, тепĕр хут аса илтеретпĕр: районти çул-йĕр инспекторĕсем çулсеренех "Асăрханăр - ачасем" профилактика мероприятине ирттереççĕ. Хальхинче вăл августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 10-мĕшĕччен пырĕ. Тĕллевĕ яланхиллех _ ачасемпе пулакан инкексене чакарасси, водительсемпе çуран çỹрекенсене çул-йĕр культурине хăнăхтарасси.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)