03 сентября 2014 г.
Шупашкарта Раççей водоканалĕсен VII конференцийĕ иртнĕ, унта водопроводпа канализацин чи çивĕч ыйтăвĕсене сỹтсе явни пирки хаçатăн шăмат кунхи номерĕнче ("Чăваш Енте Раççей водоканалсен VII конференцийĕ", августăн 30-мĕшĕ) пĕлтернĕччĕ. Пирĕн районта конференцире хускатнă ыйтусене мĕнле татса параççĕ-ши?
М. Халитов, райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура пайĕн начальникĕн çумĕ, тĕп инженер:
Республикăри пекех, пирĕн районти пусăсенчи, çăлсенчи шывсем ĕçме юрăхлă мар. Вĕсенче сывлăхшăн сиенлĕ япаласем _ тимĕр, марганец, барий... _ кирлинчен ытларах. Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Енте "Таса шыв" программа ĕçлеме пуçларĕ. Унпа килĕшỹллĕн Шăмăршăри Хырла çырминче управ тума пуçларĕç. Паян вăл республикăра та чи пысăкки! Унăн лаптăкĕ 426 гектар, икĕ çухрăм сарлакăш, вăрăмăшĕ 5,3 çухрăм. Управри шывпа Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕнче вырнаçнă халăх усă курма пултарать. Чи малтанах ĕçме юрăхлă шĕвек Шăмăрша, каярах вара пирĕн района пăрăхпа çитĕ. Шыв килекен ял тăрăхĕсенче проектсем тума пикеннĕ.
Пресс-конференцире РФ строительство тата ЖКХ министрĕн çумĕ Андрей Чибис 2020 çул тĕлне Раççейре пурăнакансен 90 процентне таса шывпа тивĕçтермелли пирки те каларĕ. Çывăх çулсенчех районта пурăнакансем ĕçме юрăхлă шывпа усă курма пултарĕç.
Г. Уфукова, "Управдом" пĕрлешĕвĕн директорĕн çумĕ:
Шупашкарта иртнĕ Раççей водоканалĕсен VII конференцийĕ пирки кăтартнă, çырнă материалсемпе паллашрăм. Унта питĕ тĕрĕс ыйтусене хускатрĕç. Таса шыв _ сывă пурнăç, теççĕ. Пирĕн районта пĕтĕм стандарта тивĕçтерекен таса шыв çук тесен те юрать. Çывăх вăхăтрах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем Шăмăршă районĕнчи Хырла шыв управĕнчен килекен шывпа усă курма пуçлĕç. Хальлĕхе вара Патăрьелсем кăна ятарласа тасатакан сооруженинчен фильтрсем урлă тухнă шĕвекпе чей вĕретсе ĕçме пултараççĕ. Çак шывăн пĕр кубла метрĕн хăй хаклăхĕ 63 тенкĕпе танлашать, ăна вара халăх 22 тенкĕ те 12 пуспа туянать. Апла пулин те таса шывпа усă куракансем питĕ сахалăн. Канализаци пирки те çакнах палăртса хăвармалла.
О. ПАВЛОВА калаçнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)