АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйту татăлате

03 сентября 2014 г.

х Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе В. Путинпа тĕл пулнă чухне "Трактор тăвакансен завочĕ" концерна пулăшу памалли вариантсем пирки те хускатнă. Михаил Васильевич Владимир Владимировича завод 2014-2015 çулсенче техникăна (тракторсен, экскаваторсен, погрузчиксен тата ыт. те) çĕнетме планланине пĕлтернĕ. Анчах та çак процеса пурнăçлама маларах илнĕ кредитсемпе пĕр тикĕс татăлса пырайманни чăрмантарать. Кунта сăмах 47 млрд тенкĕ пирки пырать. Республика Пуçлăхĕ "Банк развития и внешнеэкономической деятельности (Внешэкономбанк)" Патшалăх корпорацине тракторсем тăвакан заводпа кредитпа татăлнă чухне шутлава реструктуризацилеме индивидуаллă мелпе усă курма, Владимир Владимировичран çак ыйтăва татма пулăшу ыйтнă.

Раççей Президенчĕ хушнипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ыйтăвне пăхса тухнă, Раççей Федерацийĕн промышленность тата сутỹ-илỹ министерстви пулăшма килĕшнĕ. Парăмпа татăлассин реструктуризаци схемине, малтан палăртнă тăрăх, сентябрьте, Внешэкономбанкăн Сăнав Канашĕн ларăвĕнче, татса пама планлаççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика