03 сентября 2014 г.
2013 çулта республикăра çын вилесси 1000 çын пуçне 13,1 чухлĕ чакнă.
Чăваш Ен пĕчĕк ачасен вилеслĕх кăтартăвĕ пĕчĕккипе Раççей Федерацийĕнчи лайăх икĕ регион шутне кĕнĕ. Кăтартупа республика Атăлçи федераци округĕнче - пĕрремĕш, Раççейре иккĕмĕш вырăнта.
Ача çураласлăхĕ ỹсни _ общество аталанса пынине пĕлтерекен пулăмсенчен пĕри. Иртнĕ çул, 2011-мĕшĕнчипе танлаштарсан, 1186 пепке ытларах кун çути курнă. Çураласлăх коэффициенчĕ 8,5 процент лайăхланнă. Çакăнта ачаллă çемьесене Раççей Федерацийĕнчен тата Чăваш Енрен патшалăх пулăшăвĕ пани, федерацинчен тата республикăран амăшĕн капиталĕпе тивĕçтерни, виççĕмĕш тата ытти çуралнă ачасемшĕн 3 çул тултариччен кашни уйăхра укçа тỹлени, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕ уйăрни те витĕм кỹнĕ.
Çын вилесси чакнăран тата ача çураласлăхĕ лайăхланнăран республикăри халăх шучĕ 1000 çын пуçне 0,9 чухлĕ ỹснĕ (Раççейре çак кăтарту _ 0,2 танлашнă, Атăлçи федераци округĕнче 0,7 чухлĕ сахалрах). Çынсен пурăнас кун-çулĕ 70,79 çулпа танлашнă. Çакă 2011 çултинчен 1,13 çул нумайрах.
Вилеслĕх сахалланнин сăлтавĕсенчен пĕри, уйрăмах ĕçлеме юрăхлă вăхăтра, диспансеризацинче тата профилактика тĕрĕслевĕсенче инфекци шутне кĕмен чирсене (чĕрепе тымарĕсен, онкологи, сахăр диабечĕ) иртерех тупса палăртни.
2013 çулта республикипех ачасене тата çитĕннисене медицина учрежденийĕсенче, çавăн пекех вырăна тухса, диспансеризаци витĕр кăларассине йĕркеленĕ. 231430 çыннăн тата 241276 пепкен сывлăхне пăхнă.
2013 çулта сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программа малалла тăсăлни медицина организацийĕсен пурлăхпа техника базине пуянлатма май панă: медицина хатĕрĕсем 2767 единица туяннă, 35 медицина çуртне юсанă.
"Сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕ" патшалăх программи ĕçлеме пуçланăранпа юлашки 5 çулта медицина учрежденийĕсенче кадрсем тĕлĕшĕнчен стабилизациленнĕ. Пĕлтĕр врачсен шучĕ ỹснĕ, 10000 çын пуçне 42,3пе танлашнă. Диплом илнĕ 195 çамрăк специалист ĕçе вырнаçнă, çакă 2012 çултинчен 17 процент ытларах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)