АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ырă ĕçĕсем манăçа тухмĕç

03 сентября 2014 г.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче паллă летчик-космонавт, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ А.Г. Николаев çуралнăранпа 85 çул çитет.

Андриян Николаев Сĕн-тĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăл, çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнăскер, çăкăр чĕлли хакне мĕн ачаранах тĕрĕс ăнланса çитĕннĕ.

Хăйĕн паттăрлăхне 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче "Восток-3" космос карапĕпе тĕнче уçлăхне вĕçнĕ чухне кăтартнă. Пирĕн ентеш космос историйĕнче пĕрремĕш 4 талăка яхăн пулса паллă йĕр хăварнă. Çавăн чухне пĕтĕм республика, пĕтĕм çĕр-шыв, пĕтĕм этем тĕнчи çĕкленнĕ темелле. Ун хыççăн тепĕр кунах, августăн 12 - мĕшĕнче 11 сехет те 2 минутра тĕнче уçлăхне П.Р. Попович "Восток-4" караппа вĕçнĕ. Çакăнтан пуçласа, космонавтикăра тĕнче уçлăхне ушкăнласа вĕçессине йĕркеленĕ. Чăвашпа Украина, вырăс халăхĕсен ывăлĕсем, тĕнче уçлăхĕнче килĕшсе, туслашса мĕнле чипер пурăнма пултарнине яр уççăн кăтартса панă. Вĕçев вăхăтĕнче пĕрремĕш хут сывлăшра ỹкернĕ телепередача тунă.

1970 çулта Андриян Николаев иккĕмĕш хут "Союз-9" космос карапĕн командирĕ пулса июнĕн 1-мĕшĕнчен 19-чен вĕçевре пулнă.

А.Г. Николаевăн ячĕ, пĕтĕм тĕнче, тăван çĕр- шыв историне кĕрсе ĕмĕрсене хывăннă.

Паттăр ентешĕмĕр çинчен çырнă материалсемпе альбомсем, сăн ỹкерчĕксем Чăваш Республикин тĕп патшалăх архивĕнче упранаççĕ. Унта космонавт пурăннă чухне республикăра пулнă чухнехи тĕрлĕ организаципе предприятинчи ĕçченсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусен материалĕсем, тĕрлĕ çĕр- шывра, Чăваш АССР Министрсен Советĕнчен тата КПСС обкомĕнчен, Верховнăй Советран янă телеграммăсемпе саламласа çырнă çырусем те упранаççĕ. Андриян Григорьевичшăн савăннине пĕлтерсе, унăн амăшне, Анна Алексеевнăна çакăн пек маттур ывăл ỹстернĕшĕн тав туса çырнисем кăна мĕне тăраççĕ. Çак материалсене 2010 çулхи октябрь уйăхĕнче патшалăх архивне космонавтăн тăванĕн мăшăрĕ яланлăхах упрама шанса панă. Кунтах 2011 çулта, космонавтика çулĕнче, Шуршăлта А.Г. Николаев ячĕпе космонавтика музейне уçнă чухнехи самантсемпе те паллашма пулать. Çак хаклă материалсем пирĕн летчик-космонавт интереслĕ те усăллă пурнăçпа пурăннине палăртаççĕ. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе вăл чăваш халăхне тĕнче шайĕнче чапа кăларчĕ. Унăн çутă сăнарĕ халĕ те чăваш халăх асĕнче. Вăл тунă ырă ĕçсем нихăçан та манăçа тухмĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика