АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренме пуçăнма та вĕрентмелле

03 сентября 2014 г.

 Ача пуçласа шкула каять. Çакă çемьешĕн пысăк савăнăç. Кăштах пăшăрхантарать те. Пĕлỹ тĕнчине мĕнле кĕрсе каять-ха çитĕнекен ăру? Халиччен унăн тĕп ĕçĕ ытларах вылясси пулнă. Малалла вара вĕренỹ çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Уроксенче ларма çеç мар, ĕçлеме хăнăхмалла. Хул-çурăм хăнăхăвĕ те, ăс-тăн çирĕплĕхĕ те кирлĕ. Ăна вара ашшĕ-амăшĕ, педагог, ача хăй тăрăшуллă пулсан çеç йĕркелесе яма пулать.

Çитĕнекен ăрăвăн малтанах кун йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Кашни ирех пĕр вăхăтра тăмалла. Ирхи гимнастика туни те пĕлтерĕшлĕ. Апатланни, кăнтăрла, каçхине çини сывлăха пысăк витĕм кỹретех. Куллен уçăлса çỹремелле. Телепередачăсене 30 минутран мала пăхмалла мар. Ача ỹкересси çине те тимлĕх уйăртăр. Ỹкерчĕксене тĕрлĕ тĕспе сăрлани, мĕн курнине хут çине куçарма пĕлни лайăх. Çакăн чухне ача кăранташа, фломастера, киçтĕке мĕнле тытнине сăнамалла. Пластилинран кĕлеткесем ăсталама вĕрентмелле. Хутран касса кăларма хăнăхтармалла.

Калаçу аталанăвĕ те кирлĕ. Унпа час-часах пĕр-пĕр юмах е вуланă кĕнеке çинчен сăмах хускатмалла. Хăйне тавралăха сăнама вĕрентмелле. Ыйтусем парса каласа пама хăнăхтармалла.

Çырнă е вуланă чухне тỹрĕ ларма пĕлни пĕлтерĕшлĕ. Алăсем сĕтел çинче пулмалла. Чавса та çакăнса ан тăтăр. Çакăн чухне вĕренекен хăйне ирĕклĕ тытать. Шкул килĕшет ăна. Вĕренỹ çуртне кăмăлпа утать ача.

Н. САЛМИНА, Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти пуçламăш классен учительници

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика