06 сентября 2014 г.
РАЙОНТИ халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çулталăк пуçланнăранпа вăй хумалли вырăн тупас тĕллевпе 997 çын пынă, паянхи кун тĕлне вĕсенчен 831-ĕн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Ятарлă программăсем пурри те центр урлă тăрăшмалли вырăн тупма тата харпăр хăй ĕçнре йĕркелесе яма пулăшать.
Сăмах май каласан, хальлĕхе районта официаллă майпа регистрациленнĕ 77 çын шутра тăрать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)