06 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Н. Федоров Туçа ял тăрăх территорийĕнче вырнаçнă "Юрма" агрохолдингра пулчĕ.
Николай Васильевича Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ _ ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, "Юрма" агрохолдингăн тĕп директорĕ В. Ермолаев, Патăрьел район пуçлăхĕ _ районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата республика шайĕнчи ытти хăнасем кĕтсе илчĕç.
В. Ермолаев гендиректор тулли мар яваплă обществăн хальхи лару-тăрăвĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Вĕсенчен пĕри _ республикăра чăх тата сысна ашĕсене ытларах туса илес тĕллевпе витесем тăвасси, хăвата ỹстересси.
_ Фирма çителĕклĕ аталаннă, хамăрăн апат бази тата суту-илỹ вырăнĕ пур. Малалла талпăнма шанчăк çителĕклĕ, çакăн пек пултăр тесе эпир чылай çул тăрăшнă, _ терĕ çĕнĕ объектсене хута яма патшалăх пулăшасса шанса В. Ермолаев.
Н. Федоров агрохолдингăн апат базипе кăсăкланчĕ. Владимир Федорович федераци министрне кăçал тыр-пул лайăх çитĕннине, выльăх апачĕ енчен нимĕнле йывăрлăхсем те çуккине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех ЧР ял хуçалăх министрĕ С. Павлов усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсен республика ку ыйтăва татнине палăртрĕ.
Çак кунах "Юрма" агрохолдингпа "Сбербанк России" пĕрлешỹ "Чăх-чĕп комплексне модернизацилесси" проектăн иккĕмĕш тапхăрне реализацилеме килĕшỹ çырчĕç.
Сăмах май...
"Юрма" агрохолдингăн сысна комплексĕ пирĕн районта 2011 çулхи октябрь уйăхĕнче ĕçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра кунта 12 пин пуç сысна, унтан тĕп ама _ 950, тĕрĕслемелли _ 176. Августăн 1-мĕшĕ тĕлне 1150 тонна аш-какай туса илнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)