06 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев ĕç тăвакан влаç, федерацин территори органĕсен ертỹçисемпе планерка ирттернĕ. Канашлăва хутшăннисене вăл Пĕлỹ кунĕпе саламланă.
ЧР вĕренỹ министрĕ В. Иванов уяв саманчĕсем çинчен пĕлтернĕ, республикăри вĕренỹ заведенийĕсенче савăнăçлă линейкăсене, мир урокĕсене тивĕçлĕ шайра ирттернине палăртнă. ЧР экономика аталанăвĕн министрĕ В. Аврелькин инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелени çинчен каласа кăтартнă.
Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕнче паянхи промышленноç хăвачĕсене çĕнетсе улăштараççĕ, производствăн инноваци аталанăвне хăвăртлатаççĕ, çав шутран вак тата вăтам предприятисенче те. РФ Экономика аталанăвĕн министерстви конкурс кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен инноваци инфратытăмĕн объекчĕсене йĕркелеме тата аталантарма панă 4 заявкăна ырланă. Пысăк проектсенчен пĕри _ Шупашкар хулинчи Индустри паркĕ. Иккĕмĕш объект _ Прототипировани центрĕ.
Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ О. Марков Пĕтĕм Раççейри шыв каналĕсен VII конференцине пĕтĕмлетнĕ.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи С. Димитриев Украинăран килнĕ, вăхăтлăха пурăнма ирĕк илнĕ вăй питти 707 çынран 167 гражданина Чăваш Енри предприятисемпе организацисене ĕçе вырнаçтарнине пĕлтернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)