06 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев хутшăннă. Ларура 3 ыйту пăхса тухнă. "Раççей _ спорт çĕр-шывĕ" спорт форумĕ иртнĕ кунсенче (вăл октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче иртет) хăнасене кĕтсе илесси, халăха транспортпа тивĕçтересси пирки ЧР транспорт министрĕ В. Филиппов пĕлтернĕ. Владимир Иванович каланă тăрăх _ юпа уйăхĕн 10-11-мĕшĕсенче Мускавран Шупашкара хушма рейссем уçĕç. Тĕп хулана пуйăспа 800 çын килмелле, Канашри чукун çул вокзалĕнче 850 çынна кĕтсе илмелле. Автомобильсемпе 200 çын (11 делегаци) килсе çитмелле. Кашни транспорт çинче форум логотипĕ пулĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министрĕ В. Аврелькин сувенир продукцийĕ, форум логотипĕпе усă курса хатĕрленĕ спорт тумĕ пирки каласа панă.
Шупашкар хулин пуçлăхĕ Л. Черкесов вара форума хутшăнакансем валли ятарлă паллăллă (логотиплă) калпаксем тата шарфсем хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ.
ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ В. Иванов каланă тăрăх _ спорт форумне йĕркелесе ирттерме волонтерсем _ пурĕ 495 çын _ пулăшĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)