06 сентября 2014 г.
Мускав Правительстви тата Ял хуçалăхĕпе промышленноç таварĕсене туса илекен потребительсен рынокĕн пĕрлешĕвĕн коммерциллĕ мар партнерĕ Чăваш Енри çĕр ĕçченĕсене Регионсен ярмаркин фестивальне чĕннĕ. Пирĕн республикăран унта çулленех хастар хутшăнаççĕ.
Чăваш Республикинчи "Апат-çимĕç фончĕ" унитарлă предприяти çак кунсенче ял хуçалăх таварĕсене Мускава ăсатма автоколонна хатĕрлет. Октябрĕн малтанхи кунĕсенче РФ ял хуçалăх министерстви Мускав Правительствипе пĕрле ятарласа палăртнă вырăнсенче ял хуçалăх продукцийĕсене тата ал ĕç промыслисене сутĕç. Раççейĕн тĕп хулинче пурăнакансене республикăри çĕр ĕçченĕсем çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, кишĕр, пан улми, пыл тата ыттисене те сĕнĕç.
РФ Президенчĕн В. Путинăн Раççее хăрушсăрлăхпа тивĕçтерсе ятарлă экономика мерисем йышăнни пирки указне реализациленĕ май, çакăн пек ярмăрккăсем йĕркелени питĕ актуаллă.
Республикăра та августăн 23-мĕшĕнчен ял хуçалăх таварĕсене сутакан "Кĕр пуянлăхĕ _ 2014" ярмăркка ĕçлеме пуçланă. Вăл октябрь вĕçĕчченех пырать. Хулара пурăнакансем çак вăхăтра йỹнĕрех хакпа пахча-çимĕç туянма пултараççĕ.
Сăмах май, пирĕн районта туса илнĕ продукцисене те унта илме май пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)