АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Республики: цифрăсен чĕлхипе

06 сентября 2014 г.

.Пĕлтĕр 100 хĕр ача пуçне 106 арçын ача çуралнă. .2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 578,9 пин арçын (46,6 процент), 664,5 пин хĕрарăм (халăхăн 53,4 проценчĕ) пурăнать.

1000 арçын пуçне 1148 хĕрарăм тивет, çак кăтарту хуласенче _ 1225пе, ялсенче _ 1042пе танлашать.

Пĕлтĕрхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллă, виçĕ е ытларах пепкеллĕ 8592 çемьене, ку çул пуçламăшĕнче 9503 шута илнĕ.

.ЧР çул-йĕр инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, республикăра иртнĕ çул 2046 çул-йĕр инкекĕ пулнă, унта 253 çын вилнĕ, 2606ăн аманнă. Вăл шутран 7 ача çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлнă, 253 суранланнă. 2011 çултипе танлаштарсан, çул-йĕр инкекĕсен шучĕ 13,7 процент, аманнисен 10,8 процент ỹснĕ, çав вăхăтрах вилекенсем сахалланнă.

.Пĕлтĕр эрехпе наркăмăшланакансен шучĕ (2011 çултинчен) 70,8 процент, хăй çине хăй алă хуракансем 67,3 процент чакнă.

.Организм наркăмăшланнăран çынсен вилеслĕхĕ çуллен сахалланса пырать. Тĕслĕхрен, 2011 çулта 100 пин çын пуçне 45,7 пулнă, пĕлтĕр вара кăтарту 26,9па танлашнă.

.Çул çитмен çамрăксем хушшинче эндокрин системипе чирлесси юлашки 3 çулта 4,6 процент чакнă. Çавăн пекех эрех-сăрапа наркăмăшланнă тĕслĕхсене те шута илмен.

.Республикăри психиатри больници пĕлтĕр федераци бюджетĕнчен уйăрнă 7,69 млн тенкĕпе пурлăх базине çирĕплетнĕ. Флюорограф, физиотерапи, функци тĕпчевĕсем ирттермелли хатĕрсем, медицина сĕтел-пуканĕ туяннă.

.Иртнĕ çул професси чирĕпе нушаланакан 36 çынна (2012 _ 46, 2011 _ 69) шута илнĕ. Кăтарту, 2011 çултипе пăхсан, 45,7 процент чакнă.

.2011 çултан пуçласа 2013 çулччен усал шыçă чирĕсемпе нушаланакан хĕрарăмсен шучĕ 4,2 процент чакнă. .Пĕлтĕр, 2011 çултипе танлаштарсан, çулталăк тултаричченхи ачасен чирлесси 10,3 процент сахалланнă.

.Пĕчĕк виçепе çуралнă пепкесем иртнĕ çул пĕри те вилмен. 2012 çулта вара 98,6, 2011 çулта 92 процент чĕрĕ юлнă.

.2013 çулта республикăри 3501 çын федерацинчи тата республикăри клиникăсенче пахалăхлă сиплев илнĕ, вăл шутран 752шĕ _ ачасем.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика