АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вута вĕçерĕнсен ярса тытаймăн

02 февраля 2013 г.

Инкек тени ура айĕнченех йăтăнса тухать. Ун пек чухне чавса çывăх та çыртма çук. Вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмахсем яланах ÿкĕнĕçлĕ. Кивелнĕ электрооборудованипе, юсавсăр кăмакапа усă кураççĕ, вут хутнă чухне асăрханмаççĕ. Е тата пĕчĕк шăпăрланĕсен алли çывăхнех шăрпăк таврашĕ хурса хăвараççĕ. Районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, 2012 çулта пирĕн районта 40 пушар тухнă. Шăпах çурри – юрăхсăр хатĕрсемпе усă курни. Çакă пĕлсе тăрсах инкеке хирĕç утни. Иккĕмĕш вырăнта – вутă-кăмрăк хутакан кăмакасене вăхăтра сиплесе, шăтăк-çурăка питĕрсе тăманни. Пушар хăрушсăрлăхĕн çак йĕркине пăхăнманран сакăр çемье пысăк тăкак тÿснĕ.

Ятарлă надзор инспекторĕсем çулсеренех “Пурăнмалли çурт-йĕр” операцине хутшăнса вырăнсене тухса çÿреççĕ, уйрăм хуçалăхсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, халăхпа инструктажсем ирттереççĕ. Аслă Чемен ял тăрăхне те тĕрĕслевçĕсем çак тĕллевпех çитрĕç.

Хăш-пĕр кăтартусене пăхсан кунта тарăн шухăша каятăн. Акă, тĕп ялта 273 хуçалăх шутланать. Вĕсенчен 43 çурт мăрйинчен тĕтĕм тухмасть. Çак ялтах 40-50 хусах кун кунлать. Пĕчченлĕхпе çырлахнă “каччăсем” пурте тенĕ пекех хĕллехи кунсенче вутă хутаççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, вăтăр процент килте газ кĕртмен: асатте-асанне меслечĕпех ăшăнса пурăнать. Çакă инкек тухас хăрушлăха тата ытларах пысăклатать.

Тĕрĕслевпе кĕнĕ хуçалăхсенчен пĕри – Михайловсем. Хăтлă кирпĕч çуртра тăватă арçын пурăнать. Килте – икĕ кăмака. Вĕсем пирки темех каламалли çук, ăна хĕрарăмсăрах кирлĕ пек пăхса тăраççĕ темелле. Анчах çывăрмалли пÿлĕме хăйсем ăсталанă электрокăмакана розеткăпа çыхăнтарнă. Вăл халь-халь замыкани парса вут кăларас евĕр ларать. Самделовсен счетчика сыпăнтарнă пăралук çунса татăлас патнех çитнĕ, хĕм сапса тăрать. Вут хутакан кăмаки çурăкĕнчен тĕтĕм йăсăрланать. Арçынсем вара хăрушлăха ним пулман пекех йышăнаççĕ. Тури Чакăра пурăнакан Тарасовсен çутă пăралукĕсем те çип евĕр çÿхелсе юлнă. Унтан та кунтан сыпса-çыхса пĕтернĕскерсенчен кирек хăш вăхăтра та вут-çулăм сиксе тухма пултарĕ. Кил хуçисем хăйсем ăсталанă электроприборпа шыв та ăшăтаççĕ.

Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи чылай хуçалăха кĕрсе пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр. Йĕркене пăхăнманнисем пирки çивĕч протоколсем çырма тиврĕ. Вут хутса ăшăнакансен чылайăшĕн пĕрешкел çитменлĕх: кăмака çăварĕ умĕнчи шăвăç татки пĕчĕккĕ, сăмса тутри пысăкăш çеç. Вăл вара саккунпа килĕшÿллĕн 50х70 сантиметр пулмалла. Унсăрăн кăвар кирек хăш вăхăтра та айккинелле сиксе ÿксе амаланать. Çавăнпа та манса ан кайăр: вутăн алли вăрăм, вĕçерĕнсен ярса тытаймăн.

Пирĕн рейд: А. ТУКМАКОВ, пушар надзорĕн аслă инспекторĕ; Д. ИЗМАЙЛОВ, пушар надзорĕн инспекторĕ; А. ЕГОРОВА, хаçатăн пай пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика